АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕнчене - çутă

09:07 15 января 2014 г.

Элĕкри тĕп вулавăшра «Тĕнчене – çутă» программăпа килĕшÿллĕн йăлана кĕнĕ Раштав тĕл пулăвĕ иртнĕ. А.Егорова библиотекарь пухăннисене Раштав (Сурхури), Кăшарни уявĕсем, çветке пирки каласа панă. Çав тапхăрта хĕрсемпе каччăсем юмăç пăхнă, пĕр-пĕрне мăйăрпа, хĕвел çаврăнăшпа сăйланă.

Раштаври тĕл пулусене «Сиплевçĕ пăтти, апăс тата ача амăшĕ пулма хатĕрленекен» праçнике халалланă. Вулавăш ĕçченĕсем «Ырă пăтă çемьене пăсмасть» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кунтах тĕрлĕ пăтă рецепчĕ вырăн тупнă. Уявра апăс карчăк рольне Элĕк больницинче ача çуратмалли уйрăмра 30 çул медсестрара ĕçленĕ Надежда Иванова вылянă. Вăл пурне те сиплевçĕ пăттипе хăналанă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Уявра çавăн пекех юмăç пăхнă, пĕр-пĕрне парнепе савăнтарнă.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика