08:11 22 января 2014 г.
Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче районĕпе ĕç укçи вăтамран 14289, 10 тенкĕ пулнă. Ку вăл пĕчĕк предпринимательствăна кĕмен организацисен уйăхсеренхи шалăвне шутламасăр. Ĕç укçи 2012 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсемпе танлаштарсан 119 процент ÿснĕ.
Ял хуçалăхĕнче шалу 123,5 процент, вак суту-илÿре – 109,7, тирпейлекен производствăра – 104,3, электроэнерги туса кăларакан, шыв, газ валеçекен отрасльте – 116,1, вĕренÿре – 130,7, сывлăха сыхлас тата социаллă сферăра 126,7 процент хăпарнă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"