08:13 22 января 2014 г.
Ан тĕлĕнĕр те, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Ен хисеплĕ таврапĕлÿçи, Элĕкри халăх музейĕн директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Гурий Терентьев паянхи кун хăйне Швейцарие кайса килнĕ пекех туять. Тĕрĕссипе, çак çĕр-шывра пулман-ха вăл, çапах унăн ятне кунта пĕлме пуçланă. Мĕншĕн тетĕр-и; Акă мĕншĕн. Швейцарире тухса тăракан «Wo is Wo» ятпа тĕнчипе палăрнă культурăпа искусство, пултарулăх ĕçченĕсем çинчен энциклопеди пичетлесе кăларать. 2013 çулхи кăларăма Раççей Федерацине халалланă. Энциклопедире пирĕн ентешĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те каласа панă.
Çĕнĕ 2014 çул умĕн Гурий Константинович патне салам çырăвĕ килсе çитнĕ. Унта ăна ăнăçу сунса çырнă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"