08:41 25 января 2014 г.
Вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене тишкерес тата алла илес, пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе районти шкулсенчи педагогсем те ятарлă курссем витĕр тухаççĕ. 2013 çулхи кĕркунне районти шкулсенчи чăваш, вырăс чĕлхисен тата пуçламăш классен вĕрентекенĕсем вĕренÿ витĕр тухса алла свидетельствăсем илчĕç.
Кăрлач уйăхĕн çирĕммĕшĕнчен математиксем парта хушшине ларчĕç. Асăннă предмета вĕрентекен 26 педагог Шупашкарти вĕренÿ институчĕн преподавателĕсен лекцине итлеççĕ, практика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, методика планĕн конкурсĕнче хăйсене тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчи чи йывăр задачăсене тишкереççĕ.
Кĕркунне районти биологсем пĕлĕвĕсене ÿстерĕç.
Л.ПЕТРОВА,
районти вĕренÿ пайĕн методика центрĕн директорĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"