АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çамрăксем çар ретне тăчĕç

13:45 29 января 2014 г.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса раштавăн 31-мĕшĕччен районта 1987-1995 çулсенче çуралнă граждансене çар ретне илнĕ. Пĕтĕмĕшле призыв мероприятийĕсем йĕркеллĕ, вăхăтра та пахалăхлă иртнĕ. Çар чаçĕсене сывă та тĕреклĕ, лайăх пĕлÿллĕ çамрăксене ăсатнă.

Ку призывра 101 çынна чĕнмелле пулнă, çавăн чухлех килнĕ, комисси витĕр пурте тухнă. Призыв нарядĕнче 32 çын пулнă, пурне те çарсене янă, хĕсмет тивĕçне пурнăçлассинчен 27 çынна хăтарнă, 42 гражданăн хĕсмет вăхăтне урăх тапхăра куçарнă.

Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн планпа пăхнă заданине 100 проценчĕпех пурнăçланă. Йĕкĕтсен 73 проценчĕ çар хĕсметне тăма юрăхлă, çакă республикăри вăтам кăтартупа пĕр пекех.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика