13:47 29 января 2014 г.
Районти тĕп вулавăшра савăнăçлă каç – студентсемпе мĕн пур Татьянăсен уявĕ иртнĕ. А. Егорова библиотекарь ĕнерхи шкул ачисем – паянхи студентсем валли «Ырă сунатпăр, студентсем!» хаваслă та илĕртÿллĕ программа хатĕрленĕ. Библиотекарьсем уява халалланă слайд куравĕсене кăтартнă.
Вулавăша пынисене «Чăнахах çав Татьяна-ши;» курав хăйĕн патне туртнă, унта Татьяна ятлă çыравçăсен тата ытти писательсен кĕнекисене вырнаçтарнă. Кунтах Татьяна ятлă паллă артистсем, юрăçсем тата ытти ятлă-сумлă çынсем çинчен пĕлме пулать. Çак кун вулавăшра литература конкурсĕ те иртнĕ, Татьянăсемпе студентсене халланă юрăсемпе сăвăсем янăранă. Медицина факультетĕнче вĕренекен И.Егорова студент пулма пĕртте çăмăл марри çинчен каласа панă.
Г.ГЕННАДЬЕВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"