08:28 01 февраля 2014 г.
Йăлкăш ялĕнче пурăнаççĕ çамрăк мăшăрсем – Прокопьевсем. Тин кăна вĕсен килне çĕнĕ «кайăк» вĕçсе килнĕ. Хĕр ачана ашшĕпе амăшĕ илемлĕ ятпа – Надежда тесе чĕнме кăмăл тунă. Ку вăл Йăлкăш ял тăрăхĕпе кăçалхи пĕрремĕш пепке. Прокопьевсем – ĕçрен ютшăнман çынсем. Олег Викторович Элĕкри улма-çырла комбинатĕнче водитель-трактористра вăй хурать, мăшăрĕ Оксана Ильинична – Элĕкри техника инвентаризаци предприятийĕн техник-инженерĕ.
Мăшăрсем ашшĕ-амăшĕн килĕнче хунямăшĕпе пĕрле шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Амăшĕ Зоя Степановна 1999 çултанпа тивĕçлĕ канура. Прокопьевсен пĕрремĕш ачи Максим пĕр çул та пилĕк уйăхра.
Пĕчĕк хĕр килессе пурте чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çемьере яланах йĕркеллĕ лару-тăру, пурте пĕрне-пĕри лайăх ăнланаççĕ. Кашниех çĕнĕ «кайăк» тупăннишĕн хĕпĕртесе савăнаççĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"