09:56 05 февраля 2014 г.
Пĕлтĕрхи раштав – кăçалхи кăрлач уйăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм: çут çанталăк, культура, этнос» конкурсăн тапхăрĕ иртнĕ. Унта Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенчи, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 42 вĕренекен 35 ĕç тăратнă.
Конкурс тăватă номинаципе пулнă. «Традициллĕ культура» номинацире Элĕк шкулĕнчи Ирина Петухова пĕрремĕш вырăна тухнă (ертÿçи – Т.Петухова).
Çĕнтерÿçĕ ĕçне Мускава Пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм:çут çанталăк, культура, этнос» конкурса ярса панă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"