АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Учительсем çитмеççĕ

15:21 12 февраля 2014 г.

2013 çулхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те тăватă педагог ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе кÿлĕннĕ. Анчах та вĕсемпе кăна кадрсен ыйтăвне татса пама çук. Акă Мăн Ямашри вăтам шкулта вырăс чĕлхине тата музыкăна вĕрентекен учительсем кирлĕ. Питĕшкассинче кĕçĕн классен урокĕсене, физика, математика предмечĕсене ертсе пыракансем çитмеççĕ. Ураскилтсен акăлчан чĕлхипе кĕçĕн классен, шĕмшешсене географи предмечĕпе, юнтапасене кĕçĕн классен енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ педагогсем кирлĕ. Вутлансем физкультурăпа ОБЖ, технологипе рисовани урокĕсене ирттерме çамрăк специалистсене кĕтеççĕ. Йăлкăшри тулли мар вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине тата вырăс чĕлхипе литературине юратакан педагогсем кирлĕ. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕ те музыкантсăр пĕчĕккисене туллин аталантараймĕ.

Л.ПЕТРОВА,

районти вĕренÿ пайĕн методика центрĕн директорĕ.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика