АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Куракансене тыткăнларĕç

14:27 15 февраля 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăмĕнчи информаципе культура центрне халăх йышлă пухăнчĕ. Юрра-ташша юратакансем, культура аталанăвне хăйсен тÿпине хывакансем Культура çулталăкне халалласа мероприяти ирттерчĕç. Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн Чăваш Сурăмĕнчи вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенĕсем концерт кăтартрĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев пухăннисене Культура çулталăкĕ пуçланнă ятпа саламларĕ. Хыççăн Л.Ефимова ертсе пыракан «Каблучок» ташă ушкăнĕн кĕçĕн тата вăтам классенче пĕлÿ илекенсем илемлĕ хусканăвĕсемпе тыткăнларĕç. Ю.Пантелеймонов вĕрентекенĕн «Хунав» ансамблĕ пултарулăхпа тĕлĕнтерчĕ. «Сурăм шевлисем» фольклор ансамблĕ А.Михайлова преподавательпе пĕрле Чăваш Сурăм тăрăхĕнче шăрантаракан юрăсемпе сцена çине тухрĕç.

З.ВАСИЛЬЕВА,

Элĕкри искусство шкулĕн директорĕ.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика