АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялти клубра юхрĕ юрă ян та ян

13:15 22 февраля 2014 г.

Вырăс Сурăм ялĕнчи библиотека-клубăн «Ветерок» ушкăнĕ Тăвăш Юнтапари ял клубĕнче «Янра, юрă!» концерт программипе савăнăçлă уяв ирттерчĕ.

Коллектива Р.Кузьмина методист ертсе пырать. Ушкăнра пурĕ вун ултă çын. Кăçал кунта çĕнĕ çын хутшăнчĕ. Ю.Васильев купăспа ăста калать. Юрлама çÿрекенсем тумтирсене хăйсем çĕленĕ.

Вырăс Сурăм ялĕнчи Т.Бочкова хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Тăвăш Юнтапа, Чăрăшкасси, Вăрманкас, Якунекасси тата Чулкаç ялĕнчи çынсем Р.Кузьмина, Р.Козлова, В.Филиппова, Р.Григорьева, Э.Иванова, В.Андреева, Ф.Молякова юрланине кăмăллăн итлесе ларчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Р.Морозовăпа Т.Бочкова тата Ю.Васильев купăсçă шăрантарнă шÿтлĕ юрă та пурне те килĕшрĕ.

«Ветерок» ушкăна çÿрекен Ф.Молякова 82 çул тултарнă. Çулĕсене пăхмасăрах кинемей чи активлисенчен пĕри шутланать. Концертра вăл «Ой, Семеновна!» такмак каласа тĕлĕнтерчĕ.

В.ГЕРАСИМОВ.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика