АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Старта - класĕпех

15:59 22 марта 2014 г.

Элĕкри вăтам шкулта Сывлăх кунне - Шурă олимпиада- ирттересси йăлана кĕчĕ. Çак кун тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене валли интереслĕ вăйăсемпе ăмăртусем йĕркелерĕç. Кĕçĕннисемпе вăтам классенче вĕренекенсем йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртрĕç. Ку тупăшу класри туслăха, пĕр-пĕрне пулăшма пултарнине туллин тĕрĕслерĕ. Ахальтен мар çак ăмăртăва «Стартра - класс» тесе ят панă. Çавăн пекех шкул ачисем канат туртассипе вăй виçрĕç. Курма пынисем вĕсене тĕрлĕ майпа хавхалантарчĕç. Кĕçĕннисем хыççăн аслисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Вĕсене спринт тата биатлон кĕтрĕ. 6 «б» класс та Шурă олимпиадăра палăрчĕ. Кăçал эпир «Стартра - класс» ăмăртура çĕнтертĕмĕр.

А.ДУБИНИНА,

Элĕкри вăтам шкул, 6 «б» класс.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика