16:00 22 марта 2014 г.
Тени ял тăрăхĕнче пултаруллă та ĕçчен, обществăра хастар çынсем сахал мар. Эренарти Свистковсене шăп та шай вĕсен йышне кĕртмелле. Анатолий Александровичпа Алина Вячеславовна тĕп килтен уйрăлса тухса кĕске вăхăтрах икĕ хутлă çурт туса лартрĕç, ытти хуралтăсене те тĕпренех çĕнетрĕç. Кил хуçи арçынĕ вăхăтăн-вăхăтăн аякри хуласене строительство ĕçĕсене тухса çÿрет. Çавăн пекех пай çĕрне илчĕç, унта тыр-пул çитĕнтереççĕ, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ те пĕчĕкех мар. Алина Вячеславовна сумалли икĕ ĕне, темиçе пăру тытать. Сĕтне патшалăха парать. Ĕçрен хăраман хĕрарăма ял депутатне те çирĕплетнĕ.
Мăшăрсем икĕ ачана кун çути парнеленĕ.
А.ЗАХАРОВА, Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"