14:00 26 июля 2014 г.
Пирĕн районта Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ĕçлĕ çулçÿревпе пулчĕ. Вăл малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тĕл пулчĕ.
Вĕсем ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăну тытăмĕн ĕçĕ-хĕлне, район çыннисене патшалăх пулăшăвĕн Пĕрлĕхлĕ порталĕнче регистрацилес, тĕрлĕ енлĕ ĕç тăвакан центр ĕçне йĕркелес, райхаçат тиражне ÿстерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Кун хыççăн министр райадминистраци çуртĕнче вырнаçнă тĕрлĕ енлĕ ĕç тăвакан центрпа паллашрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çак центра 778 çын пынă, вĕсенчен 591-шĕ - тĕрлĕрен пулăшу ыйтăвĕсемпе, 187-шĕ - сĕнÿсемпе канашсем илме.
Районта пурăнакансенчен ытларахăшĕ федераци пулăшăвĕсемпе кăсăкланаççĕ (335 çын), республика пĕлтерĕшлисемпе - 72 , вырăнта татса памалли ыйтусемпе 184 çын пынă. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ енлĕ ĕç тăвакан центр 34 йышши муниципалитет пулăшăвĕ парать.
Центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн Александр Куликовпа Валентина Андреева районти «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕнче пулчĕç. Кунта вĕсем редакци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, коллективпа тĕл пулса калаçрĕç, вырăнти хаçата малалла аталантармалли ыйтусене сÿтсе яврĕç.
(Хамăр инф.)
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"