11:52 06 декабря 2014 г.
Владислав Дубинин, район пуçлăхĕ, Элĕк район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ:
«Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва тимлĕн итлерĕм. Питĕ пĕлтерĕшлĕ документ. Çак Çырупа Раççей Президенчĕ Владимир Путин нумай çынна хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ. Çыру пуçламăшĕнчех пирĕн çĕр-шыв тĕнче шайĕнче мĕнле вырăн йышăннине палăртрĕ. Раççей халăхĕ йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине кăтартрĕ, анчах нихăçан та хăйне хĕстерме хăтланакансем умĕнче вăл чĕркуçленсе ларас çук. Владимир Владимирович шучĕпе, пăшăрханма кирлĕ мар. Ку халăха шанăç кÿрет.
Раççей Президенчĕ вырăнти чăрмавсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çынсен пурнăçне лайăхлатасси çĕр-шыври ятарлă программăсене мĕнле ĕçлеттернинчен те, халăх хастарлăхĕнчен те нумай килет. Ку Элĕк районне те пырса тивет. Паянхи кун çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - халăха çул-йĕрпе тивĕçтересси. Çитес çул ку тĕлĕшпе ятарлă программа пуласса шанас килет.
Çырури тепĕр шухăша та ыралатăп. Ку вăл паянхи кун ыйтакан çĕнĕ кадрсем хатĕрлесси. Уйрăмах рабочи профессийĕ çине тимлĕх уйăрни.
Федераци Пухăвне янă Çырăва ырлатăп. Пирĕн кунта чĕнсе каланине пурнăçа кĕртмелле, хамăр вырăнти ĕç планĕсене Çырури шухăшсене шута илсе тумалла».
Лидия Никитина, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан: Çакă пĕтĕм çĕр-шывăн экономика аталанăвне планламалли тĕп стратегиллĕ документ. Çыру промышленность тытăмĕнче пĕчĕк предпринимательствăна аталанма шанăç парать. Предпринимательсем çывăх вăхăтра налук системине улăштармалла марри çинчен каларĕç. Çĕр-шыв Президенчĕ юлашки тăватă çулта улшăнусем пулмассине тĕплĕн палăртрĕ. Çавăн пекех Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çинче те чарăнса тăчĕ, тухтăрсене валли ятарлă вĕренÿ сертификачĕ пулмаллине каларĕ. Вăл пулăшнипе тухтăрсем хăйсен пĕлĕвне тата квалификацине ÿстереме пултараççĕ. Эпĕ унпа килĕшетĕп, мĕншĕн тесен тухтăрăн професси тĕлĕшĕнчен лайăх специалист пулмалла. Çĕнĕ медицина технологийĕсем пурнăçра анлă сарăлнă пулсан та, тухтăрăн эмелпе çеç мар, сăмахпа çынна сыватма пĕлмелле тесе шутлатăп.
Федераци Пухăвне янă Çырура мĕн калани пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме муниципалитет шайĕнче мĕн пур вăя хурса тăрăшмалла.
Альберт КОНДРАТЬЕВ, Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:
- Чи малтанах çакна палăртасшăн, Çырăва пур енлĕ те тулли хатĕрленĕ. Уйрăмах çак тапхăрта пысăк вырăн йышăнать. Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешни ĕмĕртен пыракан çыхăнăва татах та çирĕплетме май парать. Йывăрлăха лекнĕ Украинăна экономикăна çĕклеме пулăшма хатĕр пулнине ырласа йышăнатăп. Демографилле лару-тăру лайăхланса пыни çине амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерни витĕм кÿнине асăнчĕ. Çемьесем малашне те тимлĕхсĕр юлмассине палăртрĕ. Çавăн пекех сывлăх енчен хавшак ачасене ыттисемпе тан професси илме пулăшассипе тата ĕçе вырнаçтарассипе малашлăхра ĕçе йĕркелемеллине асăнчĕ. Профессилле пĕлÿ парас ĕçре рабочисемпе инженери профессийĕсемпе конкурссем ирттерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Кун йышши ăмăртусем тĕнчере тахçанах иртнине, Раççей те унта хутшăнма пуçланине асăнчĕ. Çакă вара малта пыракан çĕр-шывсен тĕслĕхĕпе пысăк опытлă инженерсемпе рабочисем хатĕрлесси çине витĕм кÿрет. Кунсăр пуçне вĕренекенсене хăйсем ăс пухакан шкулсенчех хушма пĕлÿ илме майсем туса памалли ыйтăва хускатни те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çурчĕсем, ача сачĕсем тăвас ыйтăва та тимлĕхсĕр хăварманни савăнтарать.
Николай ИВАНОВ, Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Надзор, тĕрĕслев, право хуралĕн органĕсен хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелемеллине палăртнине ырлатăп. Пĕчĕк бизнеса аталантарассипе те урăхларах çул-йĕр шырама сĕнет. Çакă та паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех РФ субъекчĕсен регионти тата вырăнти çул-йĕре йĕркене кĕртме хушма укçа-тенкĕ уйăрмаллине палăртрĕ. Çитĕнекен ăрăва рабочи профессисене суйласа илме тивĕçлĕ майсем туса памаллине, тавçăруллă та мал ĕмĕтлисене хавхалантармаллине те кăмăлпах йышăнатăп. Президентăн черетлĕ Çырăвĕнче кашни тытăмах пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем малашлăхра ыррине шантараççĕ».
Пĕтĕм тĕнчери хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтăва хускатни те паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе пĕтĕм тĕнче шайĕнче туса ирттерекен пĕрлехи ĕçе хутшăннине ырласа йышăнатăп.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"