АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анлă лару хыççăнхи шухăш

08:21 13 марта 2015 г.

Чăваш Республикинчи Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев:

«Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче республика пĕл- тĕрхи çула мĕнле вĕçленине, еплерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине, 2015 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнине тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çакă шанчăк çуратать. «Чăнах та, паян лару-тăру çăмăлах маррине пурте пĕлеççĕ. Палăртса хăвармалла - ку Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче пĕрремĕш экономика кризисĕ мар ĕнтĕ. Çак лару-тăруран мĕнле тухасси, паллах, чи малтан пирĕн активлăхран, эпир резервсем тупма пĕлнинчен, тăкаксем сахаллатса ĕçлеме пултарнинчен килет. Муниципаллă районсенче пĕчĕк предприятисене аталантарма майсем туса памалла. Чи малтан пуçаруллă, ĕçлес текен çынсене палăртмалла. Енчен те эпир вĕсен ĕçне пулăшса, йĕркелесе пырсан тупăшĕ те республика экономикин аталанăвĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ», - терĕ Пуçлăх.

Питĕ тĕрĕс каларĕ паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Йывăрлăхсене пĕтерес тесен пĕрлешсе ĕçлесе, резервсене шыраса малалла аталанма вариантсем тупмалла. Цифрăсене хăвăрах куратăр - вĕсем пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан пысăкрах, çакă республика иртнĕ çул пĕр вырăнта тăманнине пĕлтерет. 2015 çулта та çĕнĕ кăтартусем патне çитме пултарасса эпир шанатпăр», - терĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика