09:01 11 сентября 2015 г.
Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Пурнăç ĕç çинче никĕсленнине вăл аванах чухланă. Çемьери ача-пăчана та мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Ахальтен мар «пĕр ури сăпкара, тепĕр ури акара» тенĕ ĕç патне пыракансем пирки. «Ку ачана куршанак çыпăçнă» тесе хавхалантарни те, «ана вĕçĕнче путене тытатпăр» тесе хăпартлантарни те шăпăрлансене ĕçлеме вĕрентессипех çыхăннă. Ятарласа мар, кĕнекесем тăрăх мар. Мĕн пĕчĕкрен йыша хутшăнтарса. Кашни ачанах кил-тĕрĕшре хăйне шанса панă ĕç пулнă. Палăртсах калас килет: хăйĕн ĕçĕ! Ку ĕçе тăрăшса тунă, яваплăха туйса тăнă. Кирек мĕнле ĕç те савăнăç кÿнĕ. Каллех И.Я.Яковлев Халалĕнчи сăмахсем аса килеççĕ: «Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать, ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять». Чăваш халăхĕн Аслă Вĕрентекенĕ шăпах çамрăксене кирек мĕнле ĕçе те пысăк юратупа тумаллине калать. Çавăн чухне çеç унăн пархатарĕ пулĕ.
Ĕç çыннине Чăвашра яланах хисепленĕ. Халĕ те çаплах. Ĕçчен çынна ял халăхĕ хаклать, унăн пуçарăвне ырлать. Хамăр хушăра çакăн пек çынсем пулнипех ĕнтĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ, инноваци технологийĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Республика тата район экономикин аталанăвĕ чăн-чăн ĕç çыннисĕр пулмастех. Çавăнпа та Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пуснине пирĕнтен чылайăшĕ пысăк хавхаланупа кĕтсе илет тата пысăк шанăçпа çыхăнтарать тесе шутлатăп. Сăлтавĕ те пур. Обществăра ку тĕлĕшпе чылай татса паман ыйту çуралчĕ. Тĕслĕхрен, рабочи специальноçĕсен ятне-сумне çĕклесси, ĕç династийĕсене аталантарасси, шкул пĕтерекенсене профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшасси... Вĕрентекенсен кăçалхи вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцийĕнче те кун пирки калаçрĕç. Ырă шухăшсемпе пуçарусене сăмах шайĕнче кăна хăварас марччĕ, пурнăçа кĕртме майсем туса парсан аванрах пулнă пулĕччĕ. Вĕренсе пымалли, тĕслĕх илмелли те пур пирĕн. Вĕсем - пирĕн хисеплĕ ĕç ветеранĕсем , ĕçре пиçĕхнисем. Каламалли те, ăс памалли те чылай вĕсен. Çамрăксен вара чăвашсен ĕмĕрĕпе пухăннă пуян опычĕпе туллин усă курасчĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"