08:16 08 декабря 2015 г.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртĕ. Унăн теми - Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва пăхса тухни. Унсăр пуçне информаци кунĕнче алкоголь тата спирт хутăшĕллĕ продукцие сарма чарас, Чăваш Республикинче Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче, 2015-2016 çулхи хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас ыйтусене те пăхса тухĕç.
Информаци ушкăнĕсем Элĕк, Ехремкасси, Тавăт, Тени, Питĕшкасси, Юнтапа, Ураскилт ял тăрăхĕсене çитсе курĕç, халăхпа тĕлпулусем ирттерĕç, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе çивĕч ыйтусене пăхса тухĕç. Çавăн пекех граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"