20:37 20 февраля 2016 г.
Николай ВАНЕРКИН ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
Элĕк районĕ паянхи кун кăларса тăратакан йывăрлăхсене шута илсе хăйĕн аталану çул-йĕрне тĕрĕс палăртать. 2015 çула Элĕксем япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Кăна республика шайĕнче те палăртрĕç: ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн районсем хушшинчи тĕп ушкăнра 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Çĕр улми, пахча çимĕç туса илесси ÿснине палăртмалла. Сĕт сăвассипе ял хуçалăх предприятийĕсем кăтартăва лайăхлатни те курăмлă. Паллах, кунта «Новый путь» хуçалăха асăнмалла. Кунта кашни ĕнерен 7740 килограмм сĕт суса илнĕ. Асăннă хуçалăхра инвестици программисемпе те ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Новый путь» хуçалăхри Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу комплексĕнче çĕнĕ ферма çуртне хута янă çĕре хутшăнчĕ, чăвашсурăмсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Апла пулсан, районта тĕслĕх илмелли хуçалăхсем пур.
Кăçалхи çул Элĕксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ иртĕ тесе шутлатăп эпĕ. Республика кунне сирĕн патра ирттерме йышăнни пысăк яваплăх тата шанăç çинчен калать. Ман шутпа, Элĕксем ума лартнă тĕллевсене пĕр йыш пулса татса пама пултарĕç.
Валентина МИХАЙЛОВА Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ.
Элĕк Енĕм - юратнă тăван кĕтесĕм. Вăл сарăлса, вăй илсех пыни савăнтарать. Элĕк сали кăна авă хула евĕр илемленсе пысăкланчĕ. Юлашки çулсенче çурт хыççăн çурт нумай çĕкленчĕ. Çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем лайăхлансах пыни яр уççăнах курăнать. Элĕкре нумай хваттерлĕ çуртсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Ял çыннисем те хăйсен кил хуçалăхĕсене çирĕплетсех пыраççĕ. Районта çул-йĕр строительстви вăй илсе пынине те асăрхатăп. Халĕ пур ялсене те асфальт çул çитет. Кунпах килĕшсе пурăнмалла маррине те тĕпе хураççĕ. Пирĕн Асамат ялĕ витĕр, сăмахран, темиçе çул каяллах тап-такăр та тикĕс çул хывăнчĕ. Ытти çĕрте те ял урамĕсене асфальтласа хытарас ĕç сарăлса пырать. Ялсен сăн-сăпачĕ тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Кунта пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарсах пыраççĕ, тупăш илеççĕ.
Çĕнĕлле ĕçлесси вăй илнипе те кăмăллă эпĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушăнсах пыраççĕ, тухăçлă çĕр улми, пахча çимĕç, тĕш тырă туса илеççĕ вĕсем. Усă курман çĕрсем вуçех те ан пулччăр тесе тăрăшни чăннипех те пархатарлă. Ял çынни ятран çĕр илсе ĕçлеме те ÿркенмест. Çав лаптăксенче ытларах выльăх апачлĕх культурăсем туса илет, ахальтен мар сĕтне, аш-какайне те нумайрах хатĕрлет.
Ĕмĕрĕме Элĕк вăтам шкулĕнче вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе ирттертĕм. Ку вĕренÿ учрежденийĕ яланах лайăх ĕçлесе пынă. Район пуçлăхĕ, Владислав Волков директор ертсе пыракан коллектив халĕ республикăра чи лайăххисен шутне кĕчĕ. Ку ÿсĕмшĕн те хĕпĕртетĕп.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"