АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕнте чăвашлăх упранать

14:27 22 апреля 2016 г.

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Элĕкри 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача садĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă чăн-чăн уяв иртрĕ. Ир кÿлĕмех шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче эрешленĕ чăваш тумне тăхăннă хĕрачасемпе тĕрĕллĕ кĕпеллĕ арçын ачасене курма май килчĕ. Асăннă ача сачĕн заведующийĕ те, воспитательсем те кашниех куçа тыткăнлакан илемлĕ чăваш тумне тăхăннă. Тăхăр сехетсенче пĕчĕккисем музыка залне пуçтарăнчĕç. Пĕр ушкăн хыççăн тепри вăйă карти йĕркелесе чăваш халăх юрри-кĕввине шăрантарчĕç, илемлĕ ташшисемпе тыткăнларĕç. Чăваш Ен, çĕр-аннемĕр çинчен сăвăсем вуларĕç.Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлева аса илчĕç, Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăкĕсене чуна витермелле пăхмасăр каласа пачĕç. Уява килнĕ ашшĕ-амăшĕн тавçăрулăхне те тĕрĕслерĕç ачасем. Вĕсене ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахне аса илме сĕнчĕç. Уява хутшăннă кашни шăпăрланах анне чĕлхи чи çепĕççи,Тăван çĕршыв чи хакли пулнине хăйсен пултарулăхĕпе çирĕплетсе пачĕç.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика