АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк тăрăхĕ йăла-йĕркепе пуян

09:29 28 апреля 2016 г.

Элĕксем Республика кунне халалласа уяв хыççăн уяв йĕркелеççĕ. Акă апрелĕн 27-мĕшĕнче Юнтапари вăтам шкулта «Янра, чăваш сăмахĕ!» мероприяти иртрĕ. Мĕнпур ача, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ чăваш çи-пуçĕ тăхăнса Акатуя тухрĕ. Çак кун шкул стадионĕнче тăван халăхăн юрри-кĕвви мăнаçлăн янăрарĕ, уява килнисене кашнинех вăйă картине йыхравларĕ. Республика кунĕ пирĕн районта пуçланиччен нумаях та юлмарĕ ĕнтĕ. Юнтапасем вара хăнасене паян тесен паян кĕтсе илме хатĕр. Вĕсем Элĕк тăрăхĕ йăла-йĕркепе пуян та хăйне евĕрлĕ пулнине, ăна паянхи кунчченех упраса хăварма пĕлнине ĕçпе çирĕплетсе пачĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика