АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕсен кирек хăçан та Çĕнтерÿ çулĕпе утмалла!

15:37 09 мая 2016 г.

Халăхăн иртнипе хальхине пĕрлештерсе Çĕнтерÿ кунvнче паян пурăнакан ветерансемпе пĕрлех пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă вăрçă паттăрĕсене те хисеп тăвас шухăш Томскри журналистсен 2012 çулта çуралнă. Çак тĕллевпех вĕсем «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркеленĕ те. Вĕсем хыççăн ку пуçарăва вун-вун хула ырласа йышăннă. Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тунă чухне «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче Мускав хулинче кăна 500000 çын Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсене парада йăтса тухнă.

Паян «Вилĕмсĕр полк» Калининградран пуçласа Владивосток таран пин-пин çынна пĕр рете пуçтарать. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республики, вăл шутра Элĕк районĕ те, пур. 2016 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Элĕк салинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ мероприятие ача сачĕн çулне такăрлатакан шăпăрлансем, вĕренекенсем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем вăрçă вучĕ витĕр тухнă çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе килнĕ. Вăрçă хаярлăхĕ çинчен илемлĕ литература вуласа пĕлнĕ çамрăксемпе пĕрлех синкер кунсенче сахал мар хуйхă-суйхă тÿснĕ аслă ăрурисем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçса пуç хунă мăшăрĕсен, тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕç.

Мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вилĕмпе куçа-куçăн тăнă паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсем район администрацийĕн çурчĕ патĕнчен пуçласа Элĕкри культурăпа кану паркне çити мăнаçлăн йăтса утрĕç.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика