АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи информаци кунĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕç

15:55 18 мая 2016 г.

Майăн 18-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунĕнче 2016 çулхи Чăваш Республикин бюджет политикин тĕп енĕсене тата экономикăна аталантарас, тата çынсен пурнăç шайне ÿстерес тĕлĕшпе йышăнмалли мерăсене, çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен канăвне, сиплевне тата вĕсене ĕçе вырнаçтарассине йĕркелессине, 2016 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтусене пăхса тухрĕç. Информушкăн членĕсем Чăваш Сурăм, Ураскилт, Юнтапа, Тени, Йăлкăш ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ял çыннисемпе, предприятисемпе орагнизацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.

Йăлкăш ял тăрăхĕ: Информаци ушкăнĕн членĕсем Тимĕрçкасси тата Пĕчĕк Йăлкăш ялĕсенче халăхпа тĕл пулса калаçрĕ. Кунта республикăра тата районта пушар тухнин тĕп сăлтавĕсене уçса пачĕç. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта 10 пушар тухнă, 12 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Информушкăн членĕсем ял çыннисене пÿрт е мунча кăмакисем тунă чухне, электрохатĕрсемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулма сĕнчĕç. «Хĕрлĕ автан» ытларах канмалли кунсенче алхаснине те палăртрĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов Республика кунĕ тĕлне урамсенче тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçламаллине палăртрĕç. Ачасен çуллахи канăвне йĕркеленĕ чухне тимлĕ пулмаллине, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине   асăнчĕç.

Юнтапа ял тăрăхĕ: Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи хушма пĕлÿ паракан «Нива» Вĕренÿ центрĕ» автономлă учреждени директорĕ Николай Якимов, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров тата Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Леонид Мукин Чăрăшкасси тата Кивкас-Юнтапа ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Пĕрлехи иформаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕç.

Чăрăшкассинче пурăнакансене,сăмахран, ял урамĕсене кĕркунне-çуркунне кĕрсе тухма май çукки хытах пăшăрхантарать. Йĕпе-сапа тапхăрта чирлисем патне васкавлă пулăшу машини те кĕреймест-мĕн. Вĕсем пурте пĕр пулса ял урамĕсене вак чул та пулин сарса пама ыйтрĕç. Ял çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсем çинче хыт-хура ашкăрни те кунта пурăнакансене тивĕçтермест. «Асăннă çĕр лаптăкĕсем çинче унччен усă курнă общество тырă-пулă акса туса илмесен çĕре ĕçлеме пултаракан хуçалăха пама май çук-и? Кун пек чухне Чăрăшкассинче пурăнакансен те ĕç ыйтăвĕ татăлма пултарĕччĕ», - сĕнчĕç пухăннисем.

Кивкассене вара килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсем илес, ялта тĕпленнĕ çамрăк çемьесене патшалăх мĕнле пулăшу панипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарчĕç.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисен канăвне йĕркелессипе, вĕсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика