16:51 23 мая 2016 г.
Савăнăçлă, çав вăхăтрах пысăк хумханупа иртсе каять «Юлашки шăнкăрав» уявĕ шкулсенче. Кĕç-вĕç алла аттестат илме хатĕрленекен вун пĕрмĕшсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çак куна ĕмĕрлĕхе асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Çамрăклăхăн тепĕр яваплă тапхăрĕ пуçланать-çке, шкул пурнăçĕпе те сывпуллашма вăхăт çитрĕ.
Ĕнер районти 13 шкултан саккăрĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ, ыттисемшĕн уяв паян иртет. Кăçал пĕтĕмпе тăххăрмĕшĕнчен 181 вĕренекен тухать, вун пĕрмĕшĕнчен -108. Элĕкри вăтам шкута «Юлашки шăнкăрав» уявĕ «Хĕлхем» спорт шкулĕн лапамĕнче иртрĕ. Вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсен уявне, вĕсем пурĕ пĕрле 100 ача, пĕтĕм шкул пухăннă, ашшĕ-амăшĕпе тус-юлташĕ пуçтарăннă. Чи малтанах район пуçлăхĕ, шкул директорĕ Владислав Волков тăван шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсене экзаменсенче ăнăçу сунчĕ. Кашниех çирĕп тĕрĕслев витĕр лайăх паллăсемпе тухса ума лартнă тĕллевсене пурнăçласса, юратнă ĕçе вырнаçасса шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов вĕренекенсене те, педагогсемпе ашшĕ-амăшне те уяв ячĕпе саламларĕ. «Пĕрремĕш класа килнĕренпе нумаях та вăхăт иртмерĕ пек, анчах паян эсир шкулпа сывпуллашма хатĕрленетĕр. Сирĕн умра çирĕп тĕрĕслев - экзаменсем, ун витĕр ăнăçлă тухма сунатăп. Эсир малашне Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса шанатăп. Çавăн пекех алла диплом илсен Элĕк Ене таврăнасса кĕтетпĕр. Нихăçан та хăвăра пĕлÿ панă вĕрентекенсене, тăван шкула ан манăр», - терĕ Александр Николаевич.
Уяв программи пĕр самантлăха та чарăнмарĕ. Сценкăсем, тав сăмахĕсем, пĕрремĕшсем кашни сăмахне тăрăшса каланă сăвăсем хумхануллă саманта çемçетме пулăшрĕç. Пĕрремĕш вĕрентекенсем - Фаина Прокопьевăпа Фаина Иванова паян куç тулли тăракан яшсемпе хĕрсем тахçан пирвайхи хут класа хăюсăррăн кĕнине ăшшăн аса илчĕç, малашнехи пурнăçра такăр çул сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе вĕрентекенсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсене Константин Майоровпа Алена Судман каларĕç. «Кашни ашшĕ-амăшех хăйĕн ачипе мухтанма, мăнаçланма ĕмĕтленет. Çакна ан манăр. Пурнăçра ыррине тума тăрăшăр, чĕре хушнипе пурăнăр», - терĕç вĕсем.
Паянхи уяв класс ертÿçисемшĕн те хăйне евĕр хумхануллă. Тĕрĕссипе, вĕсен сывпуллашма вăхăт çитмен-ха. Галия Купкеновăпа Алина Елизаровăшăн хĕрÿ тапхăр çывхарса кăна килет. Çавăнпа та кирек хăçан та хăйсен вĕренекенĕсемпе юнашар пулма хăнăхнăскерсем вун пĕрмĕшсене экзаменсенче чи пысăк балсем çеç сунчĕç, çак балсенчен ĕмĕтленнĕ профессие алла илме пултарасси нумай килнине аса илтерчĕç.
Юлашкинчен вун пĕрмĕшсем сăмах илчĕç. Вĕсем хаваслă уяв программипе юлашки шăнкăрав янăранине итлерĕç. Кăçал юлашки шăнкăрава пама Надежда Антоновăпа Анатолий Майоров тивĕçрĕç. Сенкер тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем вĕçтерме те манмарĕç вĕсем, хăйсенчен çĕнĕлĕх кĕртме те шикленмерĕç. Класăн-класăн тăрса тухнă ачасемпе тата вĕрентекенсемпе алă парсах уйрăлчĕç. Мĕнех, экзаменсенче ăнăçу пултăр сире, вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем!
М.Михайлова.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"