08:13 10 июня 2016 г.
Ăшă сăмах ăшăтать теççĕ халăхра. Хамăра ырă тунă çынсене, пулăшу кÿрекенсене чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлани, тав туни те чуна ăшăтать. Уйрăмах йывăр самантсенче шанăç çуратать, ĕçре пулăшать. Çуралнă кун е юбилей ячĕпе саламланипе пĕрлех професси уявĕсене паллă тăвасси пирĕн пурнăçра кĕрсе майĕпен хăйсен вырăнне тупа пуçларĕ. Район çыннисем те редакцие час-часах кама та пулсан тав тăвас е саламлас шутпа килеççĕ. Акă нумаях пулмасть пирĕн пата çĕнĕ шухăшсемпе кĕрсе тухрĕç (шел, ячĕсене палăртмасăр хăварма ыйтрĕç) - çывхарса килекен Медицина ĕçченĕ-сен кунĕ ячĕпе çак пархатарлă ĕçре вăй хуракансене саламламалли страница тума сĕнчĕç. Ку шухăша эпир те, редакци ĕçченĕсем, ырлатпăр. Çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, саламсемпе тав сăмахĕсем тÿлевлĕ пулнине шута илсе ку пуçарăва хамăр енчен çăмăллăх кĕртетпĕр - 2016 çулхи 2-мĕш çур çулшăн «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăннисене йÿнĕ хакпа 200 тенкĕпе саламлама майсем туса паратпăр. Çапла вара, июнĕн 19-мĕшĕнче килекен уяв ячĕпе медицина ĕçченĕсене саламлас тетĕр пулсан июнĕн 10, 14 тата 15-мĕшĕсенче редакцие çитме тăрăшăр, хăвăрпа пĕрле хаçата çырăннине çирĕплетекен квитанцие е унăн копине илсе килме ан манăр. Пирĕн адрес: Элĕк сали, Советски урамĕ, 35-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 22-3-32, 22-7-35.
РЕДАКЦИ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"