15:03 24 июня 2016 г.
Тамара ГАВРИЛОВА, Çĕрпÿ районĕ: Элĕк районĕнче иртекен Республика кунне чăтăмсăр кĕтрĕм, мĕншĕн тесен кунта пирĕн тăвансем пурăнаççĕ. Хăнана килме яланах хавас. Çапах та хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ-çке. Эпĕ 20 çул ытла çăматă йăвалатăп. Хамăн ĕçсене курава тăратма май килнĕшĕн чунтан савăнтăм. Пĕрле кÿрше Людмила Александровăна та илсе килтĕм кунта. Вăл та ал ĕç маçтăрĕ. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Район центрĕ тасалăхпа тÿрех илĕртрĕ. Уяв пуçланиччен урамсем тăрăх утса çаврăнтăмăр. Пур çĕрте те уяв палли сисĕнет. Элĕк районĕ хăнасене тарават пулни чуна савăнтарчĕ.
Альбина ФОМИНА, ПТРК «Чăваш Ен» корреспонденчĕ: Элĕк районĕнче час-часах пулатăп. Уйăх каялла кăна килнĕччĕ-ха кунта. Çак тапхăрта район центрĕ палăрмаллах улшăнни куç кĕрет. Мана уйрăмах тÿпе айĕнчи парк-музей тыткăнларĕ. Ĕçпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă пулин те, кун пек илемлĕхе ниçта та асăрхаман эпĕ. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Парк-музей аякран ĕлĕкхи хулаш пек мăнаçлăн курăнса ларать. Элĕксен мухтанмалли чăнах та пур. Çак уяв нумайлăха асра юласса шанатăп.
Магомед МАГОМЕДОВ, руководитель хореографического ансамбля песни и танца «Гергебиль» из Дагестана: Хореографичесикй ансамбль песни и танца «Гергебиль» приехал из Республики Дагестан. Этому православленному коллективу уже более 50 лет. Ансамбль объединяет всего 24 человека. Они в основном заслуженные артисты. Мы побывали во многих странах мира - в Турции, Португалии, Испании, во Франции, и в других регионах. Нас очень тепло встретили и на Чувашской земле. Мы сразу же заметили, что аликовцы гостеприимный, трудолюбивый, культурный народ. Мы очень довольны с праздником - Днем Чувашской Республики. Аликовцы прекрасно подготовились к празднику. Мы одобряем их традиции и обряды. Вот мы подарили им несколько номеров и удостоились диплома. Пусть наша дружба и сотрудничество процветают на многие годы.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"