АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика кунĕ: комментарисем

15:26 24 июня 2016 г.

Любовь ПАВЛОВА, Тимĕрçкасси ялĕ: «Юлашки çулсенче патшалăх шайĕнче ял çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Чăваш Республикинче ял çыннине пырса тивекен патшалăх программисем пурнăçа кĕни уйрăмах савăнтарать. Мана, 5 ача амăшне, Йăлкăшра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни савăнтарать. Кунта малашне те ачасем те, ватăсем те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пултарасси иккĕлентермест. Çутă та хăтлă пÿлĕмсене кĕрсе тухма та кăмăллă. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне тума пулăшнишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата ытти власть органĕсенче ларакансене чĕререн тав тăватăп».

 Виталий ЛЕОНТЬЕВ, Йăлкăш ялĕ: «Тăватă теçетке çул тĕрлĕ тытăмра водительте ĕçлерĕм. Çулсем кайнăçемĕн вара ура сыпписем канăçсăрлантараççĕ. Çавăнпа та тăтăшах Йăлкăшри фельдшерпа акушер пунктне çитсе килме тивет. Уйрăмах унта аслă çулсенчисем çÿренĕрен вырăнти сывлăх учрежденине çĕнетни, сипленме, сывлăха çирĕплетме лайăхрах майсем туса пани чăнахах та савăнтарать. Фельдшер, Альбина Борисова, ĕçĕпе те кăмăллă. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахĕпе те сиплет».

Юрий РОМАНОВ, Çĕрпÿ районĕ: «21-мĕш ĕмĕр Кулибинĕ» курава Çĕрпÿри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрне çÿрекен вĕренекенсемпе килтĕмĕр. Конкурса хамăр ал айĕнчи материалсенчен ăсталанă самолетсем тăратрăмăр. Кун йышши куравсем çитĕнекен ăрăва ыттисен ĕçĕпе паллашма май панипе пĕрлех вĕрентекенсене те çыхăну йĕркелеме, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме пулăшать. Курав чăннипех те пуян та интереслĕ. Техникăпа кăсăкланакан ачасем йышлă, вĕсен туртăмĕ те пысăк. Робот хатĕрлессинчен пуçланă вĕренекен каярахпа пĕр-пĕр чаплă инженер пулма пултарасси икĕлентермест. Кун йышши мероприятисем ытларах пулсан татах та аван пулмалла. Элĕк сали вара илемĕпе тыткăнларĕ. Уява тивĕçлипех хатĕрленнĕ кил хуçисем. Элĕк район çыннисем тасалăхпа тирпейлĕхе хаклани тĕлĕнтерчĕ, пирĕн вĕсенчен вĕренмелли пурах».

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика