16:36 08 августа 2016 г.
Паян Элĕк районĕнче ĕçлĕ тĕлпулупа Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тата район активĕпе тĕл пулнă май ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Çавăн пекех Элĕк тăрăхĕнче чăвашлăха упрассипе, çак ĕçе çамрăксене явăçтарассине мĕнле йĕркелесе пынипе кăсăкланчĕ. «Ача-пăчана мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтармалла, тăван халăх историйĕпе кăсăклантармалла. Тĕрлĕ йăла-йĕркерен те пуян чăваш халăхĕ. Ăна пĕлни тата ытти ăрусем валли упраса хăварни вара темрен те паха. Çак ĕçе вара чи малтанах пирĕн кашнин килтен, çемьерен пуçламалла. Шкулсемпе культура ĕçченĕсен уйрăмах пуçарулăхпа палăрмалла. Хамăрăн тăван чĕлхене манни, хамăрăн йăх-несĕлпе çыхăнтарса тăракан тымара татниех пулать», - асăрхаттарсах каларĕ Николай Федорович.
Ку енĕпе ĕçе шкулсемпе ача сачĕсенче япăх мар йĕркеленине палăртрĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Наталья Николаева.
Чылай вĕренÿ учрежденийĕнче чăвашсен авалхи пурнăçне сăнлакан кĕтессем е музейсем пуррине, вĕсемпе уроксенче е ытти чухне те туллин усă курнине пĕлтерчĕ вăл. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çÿрекен шăпăрлансем те тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăнаççĕ. Ку енĕпе çитĕнÿсем те çук мар. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти икĕ учреждени - Чăваш Сурăм тата Юнтапа шкулĕсем - ЧНК пуçарăвĕпе иртекен «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса та хутшăнма кăмăл турĕç. Асăннă шкулсенче чăвашлăхпа çыхăннă чылай мероприяти иртрĕ.
Районти культура пайĕн секторĕн ертÿçи Людмила Семенова вара чи малтанах Чăваш Наци конгресĕн Президентне Николай Угаслова Крымра иртнĕ Чăваш халăх Акатуйне Элĕкри «Валинкке» фольклор ансамбльне чĕннĕшĕн тав турĕ. Унта кайса килни аякра пурăнакан хамăр ентешсемпе çыхăнăва йĕркелеме, ытти регионсенче ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пынине курма май килнине те палăртрĕ. Николай Федорович çитес вăхăтра тĕрлĕ регионти чăвашсене Иркутск тăрăхĕнче пуçтарас шутлине пĕлтерчĕ.
Э.КУЗЬМИНА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"