16:27 10 августа 2016 г.
Çурла уйăхěн 26 – мěшěнче пирěн ентеш, паллă сăвăç Максим Григорьевич Ястран (Григорьев) 100 çул тултарать. Максим Ястран 1916 – мěш çулхи çурла уйăхěн 26 – мěшěнче Элěк районěнчи Вăманкас Юнтапа ялěнче чухăн хресчен килйышěнче çуралнă. Çамрăклах тăлăха юлнă поэт хăйěн 27 – мěш хěлне кереймен. 26 çулхи çамрăк 1942- мěш çулта Тăван Çершыва хÿтелесе Сталинград патěнчи çапăçура пуçне хунă. Çамрăк пулсан та Максим фашистсене хирẻç пằшалпа çапằçса кằна мар, вằл тằван литературằра та тарằн йẻр хằварма пултарнằ. Максим Ястран – поэт, куçаруçă , публицист, журналист яланах халăх асěнче юлě. Максим Ястран ятне пирěн тăрăхра пěлмен çын та çук. Пěчěк ялтан тухнă чăваш каччин ěмěчěсем пысăк та илěртÿллě, харсăр та çунатлă пулнă. Максим Ястран яланах пирěн асăмра, вăл çуралса ÿснě ял урамě унăн ячěпе хиспленсе тăрать, çуралнă вырăнта пěчěк палăк лартнă, 2011 çулта Вутланти вулавăша ун ятне панă.
Çак паллă куна хатěрленсе Элěкри тěп библиотека ятарлă планпа ěçлет. Информаци пайě Максим Ястран пурнаçěпе ěçě – хěлě çинчен материал пуçтарса дайжест хатерлесе кăларнă, Чăваш Республикин Наци библиотекинчен кěнекесем илсе килнě. Элěкри тěп библиотекăра « Максим Ястран – 100 çул» кěнеке куравě ěçлет. Кунта Максим Ястран «Çентерÿялавě», «Сăвăсем», «Хěрлě çăлтăр» сăвă кěнекисемпе паллашма пулать. Максим Ястран çинчен хаçатсенче, журналсенче тěрлě вăхăтра пичетленсе тухнă статьясене илсе вулама сěнетпěр.
Библиотека ěçěн тěллевě пěрре - çыравçăн ятне паянхи çамрăк ăру асра тыттăр, унпа яланах мухтанмалла пултăр, тетпěр.
Вулакансене Максим Ястран куравне çитсе курма чěнетпěр, курав çурла уйăхě вěçлениччен ěçлет.
Аликовский район Чувашской Республики
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"