08:15 21 августа 2016 г.
Шупашкарăн хаклă çыннисем тата тĕп хула хăнисем!
Сире Шупашкар хули 547 çул тултарнă ятпа саламлатăп!
Шупашкар – Атăл çинчи чи илемлĕ хуласенчен пĕри, Атăл тăрăхĕнчи хуласен шăрçинчи çутă ахах.
Паян республикăн тĕп хули ĕçпе культура центрĕ пулса тăчĕ, вăл пултарулăхпа бизнес элитине илĕртет. Кунта пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери мероприятисем ăнăçлă иртеççĕ, туризм аталанать, анлă строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Юлашки çулсенче хула палăрмаллах улшăнчĕ – хăтлăрах, тирпейлĕрех, хăйнеевĕрлĕ илемпе уйрăлса тăрать.
Шупашкар – çĕршыври чи хăтлă тĕп хуласенчен пĕри. Кунта лайăх пурнăç валли пĕтĕмпех пур, Атăл пейзажĕсен илемĕ, ырă социаллă климат, çирĕп тата çынсен ырлăхĕшĕн лайăхлансах пыракан инфратытăм.
Чăваш Ен тĕп хулине тата нумай çĕнĕлĕх кĕтет-ха. Çывăх вăхăтрах Шупашкарта çулсем хĕресленекен вырăнсем çĕнелĕç, çĕнĕ вĕренӳпе спорт учрежденийĕсем çĕкленĕç, Республикăн клиника онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ, Алькеш микрорайонĕнчи поликлиника хута кайĕç. Хулан тĕп больницин поликлиникине тума, Чăваш патшалăх филармонине реконструкцилеме палăртнă.
Шупашкар хăвачĕ пысăк, малашлăхĕ чаплă пуласси пирки иккĕленместĕп! Шупашкар çыннисене тăван хулана юратнăшăн, уншăн тăрăшнăшăн тав тăватăп! Хамăрăн тĕп хулана – аталанма, унта пурăнакансене пĕр-пĕрне хисеплеме, çирĕп сывлăх, ыранхи куна шанма чун-чĕререн сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев
Дорогие чебоксарцы и гости столицы!
От всей души поздравляю вас с 547-летием города Чебоксары!
Чебоксары — красивейший город на Волге, сияющая жемчужина в ожерелье городов Поволжья.
Сегодня столица республики превратилась в деловой и культурный центр, точку притяжения творческой и бизнес-элиты. Здесь с успехом проходят мероприятия всероссийского и международного уровня, развивается туризм, ведется масштабное строительство.
За последние годы город заметно преобразился, стал уютнее, ухоженнее, приобрел свою неповторимую самобытную эстетику.
Чебоксары — один из самых благоустроенных столичных городов страны. Здесь есть всё для комфортной жизни — красота волжских пейзажей, благоприятный социальный климат, развитая и непрерывно совершенствующаяся на благо людей инфраструктура.
Столицу Чувашии ожидает ещё немало открытий. В ближайшем будущем в Чебоксарах появятся новые дорожные развязки, учреждения образования и спорта, будут введены в эксплуатацию хирургический корпус Республиканского клинического онкологического диспансера, поликлиника в микрорайоне Альгешево, запланированы также строительство поликлиники Центральной городской больницы, реконструкция Чувашской государственной филармонии.
Уверен, что у Чебоксар огромный потенциал и прекрасные перспективы! Искренне благодарю чебоксарцев за любовь к родному городу и заботу о нём! От всей души желаю нашей столице процветания, а её жителям — уважительного отношения друг к другу, крепкого здоровья, благополучия, уверенности в завтрашнем дне!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"