09:01 21 сентября 2016 г.
Учитель профессийĕ çĕр çинче авалхи профессисенчен пĕри. Çултан-çул тĕрлĕ тытăмри педагогсем хăйсен çивĕч ăс-хакăлне тата опытне çитĕнекен ăрăва параççĕ. Çăмăлах мар тиеве туртса пыраççĕ. Вĕсем мĕнле пĕлÿ панинчен тата ĕçе хăнăхтарнинчен çĕршыв малашлăхĕ килет. Октябрĕн 5-мĕшĕнче çĕршывра Вĕрентекен кунне паллă тăваççĕ. Район çыннисене хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă вĕрентекенсене, халĕ шкулсенче ачасене воспитани парас ĕçре ырми-канми тăрăшакан педагогсене уяв ячĕпе халалланă саламсене йышăнатпăр. Саламсемпе тав сăмахĕсем тÿлевлĕ пулнине шута илсе хамăр енчен çăмăллăхсем кĕртетпĕр. 2017 çулхи 1-мĕш çур çулшăн «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăннисене йÿнĕ хакпа 200 тенкĕпе саламлама майсем туса паратпăр. Юратнă вĕрентекенсене саламлас тĕллевлисен сентябрĕн 30-мĕшĕччен редакцие килмелле. Пĕрле хаçата çырăннине çирĕплетекен квитанцие е унăн копине илсе килме ан манăр. Пирĕн адрес: Элĕк сали, Советски урамĕ, 35-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 22-3-32, 22-3-75.
РЕДАКЦИ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"