08:00 27 ноября 2016 г.
Хаклă хĕрарăмсем!
Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Анне — чи çывăх та тăван çын, чи уçă та шанчăклă юлташ тата пирĕн пурнăçри чи хисеплĕ çын.
Çак уяв кунĕнче амăшĕн савăнăçне туйнă, чи лайăх çулĕсене ачисене воспитани пама уйăрнă мĕнпур хĕрарăма тав тăватпăр.
Анне пуласси — йывăр ĕç тата калама çук пысăк яваплăх. Кашни амăшне тăванĕсемпе çывăх çыннисен тĕревĕ, патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.
Çĕршыв ертӳçисем, Чăваш Ен Правительстви пирĕн хĕрарăмсен ыранхи кунпа çыхăннă шанăçне çирĕплетмешкĕн пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Çакă — социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли, сывлăх сыхлавĕн тытăмне тата вĕрентĕве çĕнĕ шая çĕклемелли, ача çуратассине хавхалантармалли программăсен тĕллевĕ.
Республикăра ача амăшĕпе ачалăх институтне патшалăх енчен пулăшассине туллин тивĕçтеретпĕр. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе тимлĕх пушшех пысăк, вĕсем обществăпа политика тăнăçлăхĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çемье институтне çирĕплетес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр.
Библири тĕп халалсенчен пĕринче çапла каланă, "Хăвăн аçуна тата аннӳне хисепле". Чăвашсен ваттисен сăмахĕ те пур: "Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере". Çывăх çынсене юратсан кăна çынлăха упраса хăварма, тĕнчене лайăхлатма пулать. Çемье йăлисене пирĕн ăруран ăрăва куçарса пымалла, хамăрăн аннесемпе аттесен чикĕсĕр юратăвне тивĕç пулмалла, вĕсен пирĕнпе çыхăннă шанăçне тӳрре кăлармалла.
Вĕсем йăх никĕслевçисем, çын аталанăвĕн тĕревĕпе хăвачĕ пулнине кура амăшĕпе ашшĕн ят-сумне çĕклесси — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Шăпах çавăнпа общество организацийĕсен пуçарăвĕсене шута илсе 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тума йышăнтăмăр.
Çак уяв кунĕнче хĕрарăмсене пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çемьере ырлăх, чи пысăк ĕмĕтсене пурнăçлама сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Милые женщины!
От всего сердца поздравляю вас с Днем матери!
Мама – самый близкий и родной человек, самый искренний и надежный друг и самый главный человек в нашей жизни.
В этот праздничный день мы выражаем слова восхищения и бесконечной признательности всем женщинам, познавшим радость материнства, отдавшим лучшие годы воспитанию детей.
Быть матерью – это колоссальный труд и невероятная ответственность. Каждая мама нуждается в помощи родных и близких, поддержке со стороны государства.
Руководство страны, Правительство Чувашии всецело способствуют тому, чтобы наши женщины были уверены в завтрашнем дне. На это нацелены программы социально-экономического развития, совершенствования системы здравоохранения и образования, стимулирования рождаемости.
В республике в полном объеме обеспечивается государственная поддержка института материнства и детства. Особое внимание уделяется сохранению нравственных устоев и традиционных семейных ценностей, которые являются основой общественно-политической стабильности. Проводится целенаправленная работа по укреплению института семьи.
Одна из первых библейских заповедей гласит: «Почитай отца твоего и мать». «Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере», — говорится и в чувашской пословице. Только руководствуясь любовью к близким, можно сохранить человечность, изменить мир к лучшему. Мы должны передавать из поколения в поколение семейные традиции, стараться быть достойными безграничной любви своих матерей и отцов, оправдать возложенные на нас надежды.
Повышение авторитета матери и отца как основоположников рода, опоры и движущей силы развития человека является наиважнейшей задачей. Именно поэтому с учетом инициатив общественных организаций принято решение объявить 2017 год Годом Матери и Отца.
В этот праздничный день от всей души желаю нашим женщинам крепкого здоровья, семейного благополучия, исполнения самых сокровенных желаний!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"
Первоисточник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики