16:27 28 ноября 2016 г.
Мĕн тĕрлĕ конкурс çук пулĕ пикесем валли çак çутă тĕнчере! Раççей пики, Европа пики, Ази пики, Тĕнче пики, Чăваш пики. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра улттăмĕш хут иртрĕ.Çак конкурсра хапăл туса йыхрава йышăнса Ханты-Мансийск тата Ямало-Ненецк автономиллĕ тăрăхсенчен, Мурманск хулинчен, Самара, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт, Крым тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен чи чипер хĕрсем килсе çитрĕç. Вĕсем чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăматкун Шупашкарти филармонине хăшĕ чи пултарулли, чи ăсли, чи вăр-варри, чи хÿхĕммине кăтартас кăмăлпа «Раççей чăваш пики» конкурса пуçтарăнчĕç. Конкурс ирттермелли кунне те ахальтен мар çакна суйласа илни те паллă, чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ Раççей президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри аннесен кунĕ.
«Раççей чăваш пики» конкурса Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Константин Геннадиевич пухăннисене уявпа саламларĕ, чăваш пикисене маттур та пултаруллă пулнишĕн тав турĕ, конкурсра пурне те ăнăçу сунчĕ.
Вĕренÿ тата çамрăксен политикине тимлекен министр Юрий Исаев та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен Шупашкара çитнĕ хĕрсене хамăр культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене манманшăн, малалла аталантарма пултарнăшăн чĕререн тав турĕ, паллах пурне те пултарулăхне ку конкурсра тивĕçлĕ шайра кăтартма сунчĕ.
«Раççей чăваш пики-2016» конкурсра хĕрсен пултарулăхне пурĕ пиллĕк тупăшура хакларĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ăс-хакăл конкурсĕ, пултарулăх конкурсĕ, чăваш-апат çимĕçне хатĕрлесси, чăваш тумне илемлĕ кăтартасси.
Пурĕ вăтăрпĕр чиперкке пултаруллăхне тĕрлĕ енлĕ хаклама тиврĕ жюри пайташĕсен тата паллах филармони залне пуçтарăннисен. Паллах, ку самай нумай вăхăт йышăнчĕ, анчах та пурте мĕн вĕçĕчченех чăтăмлăн кĕтрĕç, кашни пикешĕн чунтан пăшăрханчĕç.
Пĕтĕм Раççейри чăваш пикисен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тата «Чи хÿхĕм пике» номинацие çĕнсе илме вара Крым чăвашĕсемшĕн тупăшнă Ксения Сергеева пултарчĕ. Çавăн пекех тÿресем палăртнă тăрăх, «Куракансем кăмăлланă пике» сумлă ята Канаш районне хÿтĕлекен Мила Яковлева, «Çепĕç пике» ята Элĕк чиперкки Нелли Львова, «Ăс пике» пулма Пушкăрт Республикинчи Октябрьски хулинчен çитнĕ Дарья Степанова тивĕçрĕç.
Элĕк районӗн чысне Элĕк салинче ҫуралса ÿснĕ Нелли Львова хÿтӗлерӗ. Çак чыса хÿтӗлеме Нелли тивĕçлĕ шайра хăйне кăтартма пултарчĕ. Пĕтĕмĕшле Львова Нелли «Раççей чăваш пики-2016» конкурсра «Çепĕç пике» номинацие çĕнсе илме пултарчĕ. Элĕк чиперккине дипломпа, чыслӑ парнепе тата чечек çыххипе чысларӗҫ.
Эпир Неллие саламлатпăр, тав тăватпăр, унпа мухтанатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"
Первоисточник: Аликовский район Чувашской Республики