16:28 01 декабря 2016 г.
Лидия НИКИТИНА, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:
Владимир Владимирович Путин чи малтанах çынсене упрасси политикăн тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. Çавăнпа та мĕнпур вăя йăла-йĕркене упраса хăварасси, çемьесене пулăшасси çине янине пĕлтерчĕ. Юлашки тапхăрта социаллă сферăра çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен улшăнусем пулни те çакна çирĕплетет. Апла пулин те кунпа çеç лăпланса ларма юраманнине, пысăк технологиллĕ медицинăна аталантарма укçа-тенкĕ уйăрмаллине пĕлтерчĕ. Хăйĕн Çырăвĕнче В.Путин хуласемпе ялсене хăтлăх кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнни питех те пĕлтерĕшлĕ. РФ Президенчĕ ку ĕçе вара вырăнсенче çынсемпе курнăçса калаçса пĕрле йĕркелемеллине палăртать. 2017 çулта регионсенче хăтлăх кĕртессипе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртме 20 миллиард тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. 2017 çулта, Экологи çулталăкĕнче, çĕршывĕпех территорисене тасатассипе, çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерессипе пысăк ĕçсем туса ирттемеллипе те килĕшетĕп.
Ял хуçалăх продукцине ют патшалăха сутасси ÿснине те палăртмалла. Малтанхи тапхăрта эпир кун çинчен шутлама та пултарайман. Çавăнпа та Президент ял хуçалăх кооперацине пулăшассине вăйлатма сĕнчĕ. Çамрăксем Раççейĕн шанчăклă тĕревĕ пулнине пĕлтерчĕ. Хĕрсемпе каччăсем çак хисепе волонтер пулса чирлисене пăхнипе, вĕренÿре, спортра, культурăра пысăк çитĕнÿсем туса тивĕçнине палăртрĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА, «Пурнăç çулĕпе» Элĕк район хаçачĕн тĕп редакторĕ:
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕнче çĕршывăн малашнехи тĕп программине палăртрĕ. Кăçалхи Çырура ытларах экономика, шалти тата тулаш политика çине тимлĕх уйăрни палăрчĕ. Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ. Паянхи кун тĕнчере пулса иртекен синкерлĕх çынсенче шиклĕх туйăмĕ çуратать. Ку тĕлĕшпе Раççей Президенчĕн сăмахĕ çирĕп пулчĕ.
Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ çын пулнине Раççей Президенчĕ хальхинче те палăртса каларĕ, этемлĕхе сыхласа хăварасси пĕтĕм политикăн тĕп шухăшĕ пулнине асăнчĕ. «Раççейĕн тĕп пуянлăхне – этемлĕх капиталне ÿстермелле», - терĕ вăл. Çавăнпа та наци йăли-йĕркине, тата çемьене аталантарас тесен пĕтĕм вăя хумаллине, демографи программисене тытса пымаллине, экологие лайăхлатмаллине, сывлăх, вĕренÿпе культура çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çакă паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Килес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулни ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕç. Çут çанталăк тата чун экологийĕн ыйтăвĕсем юнашарах тăраççĕ-çке.
Любовь КОНСТАНТИНОВА, районти Пенсионерсен Канашĕн председателĕ:
- РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă черетлĕ çырăва питех те тимлĕ итлерĕм. Мана уйрăмах Владимир Владимирович Путин çĕршыври мĕнпур ача хăтлă та паянхи условисенче вĕренмеллине палăртса калани кăмăла кайрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсене реконструкцилемелли тата çĕнетмелли программа малалла та ĕçлени хавхалантарать. Пултаруллă ачасене тупса палăртасси çине те пысăк тимлĕх уйăрма сĕнет патшалăх ертÿçи. Ку чухне çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне уçса парса малалла çитĕнÿ тума пулăшакан «Сириус» центр пек учрежденисем уçмаллине асăрхаттарать.
Медицинăра та паян хăш-пĕр йывăрлăхсем пуррине пытармасть вăл. Уйрăмах пĕрремĕш звенора лару-тăрăва лайăхлатма сĕнет. Чирлисен черетре тăма тивнине те, тухтăрсен ĕç нумай пулнине те ăнланать вăл. Çавăнпа та тухтăрсене çынсемпе ытларах ĕçлеме майсем туса парас тĕлĕшпе кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсенчен хăтармалли çул-йĕр шырамаллине калать.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"