АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Алексеева Мария Семёновна хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне паллă тăвать

17:28 05 января 2017 г.

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Алексеева Мария Семёновна хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне паллă тăвать.  Чаплă уявпа Алексеева Мария Семёновнăна социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламларĕç. Вĕсем Мария Семёновнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕç, парнесем парса ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Алексеева Мария Семёновна Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче 1927 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă.

- 6 çул тултарсан, Карачурари 4 çул вĕренмелли шкула 1-мĕш класа кайрăм, 5-мĕш класа Авăр Çырминчи 7 çул вĕренмелли шкула кайрăм. Эпир ачасемпе çулла та, хĕлле те пĕр кун сиктермесĕр çÿренĕ, питĕ пĕлÿ илме тăрăшнă. Унтан вĕренсе тухсан Калининăри вăтам шкулта пĕлÿ пухма пуçларăм. Унта вĕреннĕ вăхăтра анне вилчĕ. 1943 çулта вăтам шкул пĕтерсен анне çуккипе тата тăхăнмалли çук пирки малалла вĕренме каяймарăм,- каласа парать Мария аппа хăйĕн ачалăхĕ пирки.

- 1941 çулта Тăван çĕршывĕн вăрçи пуçлансассăн çуллахи вăхăтра эпир уй-хир ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, хĕрарăмсемпе çамрăк пулсан та утă çулнă, тырă вырнă. Алăсене çурлапа мĕн чухлĕ кастарса пĕтермен пулĕ. Темĕнле йывăр пулсан та уя пĕр тырă та хăварман,- аса илет Мария Семёновна.

Пĕнер вăрманĕнче йывăç каснă, Уйпуç Ялтрара 2-мĕш класс ачисене вĕрентнĕ, 1944-1945 çулсенче Калининăра почтăра телефонисткăра ĕçленĕ маттур та правур хĕр.

- Вăрçă вăхăтĕнче телефонисткăра ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Пĕррехинче, çĕрĕн – кунĕн ĕçленипе çывăрса кайнă та, чутах 6 çуллăха хупатчĕç,- калаçу çăмхине сÿтет 90 çулхи асанне, кукамай.

Килте пурнăç йывăррипе 1946 çулта тăван тăрăха таврăнать, лашасем пăхать. 1948 çулта Алексеев Аванер Яковлевичпа çемье çавăраççĕ, çичĕ ачана кун çути парнелеççĕ.

- Халĕ 7 мăнук тата вĕсен 4 ачипе савăнса пурăнатăп,- хавхаланса калаçрĕ кинемей.

Гена, Владик, Володя ывăлĕсем çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă. Радик Мăн Карачурара авланса хăйĕн çемйипе пурăнать. Надя хĕрĕ Татар республикинче ывăлĕпе пурăнаççĕ. Семёнăн çемйи тĕп килте амăшĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Мария Семёновнăн мăшăрĕ Аванер Яковлевич çĕре кĕнĕ.

Мария Семёновна тивĕçлĕ канăва тухсассăн та ĕçлеме пăрахман. 1976-1977 тата 2003 çулсенче аякри облаçсене тыр-пул пухса тирпейлесе кĕртнĕ çĕртре вăй хунă, магазинта тирпейлеçÿре ĕçленĕ.

Тăхăр теçеткере тесе калаймăн Марье аппана, халĕ те пур ĕçе те тума пултарать.

- Йывăрлăхсене парăнтарни, курăк çисе ÿсни пулăшрĕ пулĕ мана 90 çула çитме. Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ. Халĕ лайăх пурăнатпăр,- тет.

90 çулхи кинемейрен тĕслĕх илмелли пайтах. Шăпи йывăр килнĕ пулин те пурнăçа ÿпкелемест вăл, ачисен пархатарне курать. Çумра çывăх çынсем: ачисем, мăнуксем, вĕсен ачисем пулни хаклă. Çăк чи пысăк телей мар-и?

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика