16:05 20 января 2017 г.
Марина ЛЕОНТЬЕВА, «Пурнăҫ ҫулĕпе» Элĕк район хаҫачĕн тĕп редакторĕ:
Республика Пуҫлăхĕ Катшалăх Канашне янă Ҫырура кăҫал та Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫынна пырса тивекен ыйтусене ҫĕклерĕ. Иртнĕ ҫулхи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса 2017 ҫулта тата малашне тумалли ҫул-йĕре палăртрĕ.
Чи малтанах Михаил Васильевич Ҫырăва халăх шухăшне тĕпе хурса йĕркеленине асăнчĕ. Эпир те хаҫат страницисенче хамăр вулакансен шухăшĕсене пичетлерĕмĕр. Элĕксене ял пурнăҫĕ, ял хуҫалăхĕн аталанăвĕ пăшăрхантарать. Ҫак ыйтусем Ҫырура хăйсен вырăнне тупрĕҫ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре хăмла туса ӳстерессине тавăрмаллине палăртрĕ. Пирĕн районта та ку отрасль хăй вăхăтĕнче чиперех аталаннă, шел, халĕ унпа ĕҫлекенсем пачах та ҫук. Район хаҫатĕнче ҫак ҫивĕч ыйтăва - хăмла туса илессине – пĕрре кăна мар хускатрăмăр, вăл вăхăтра ĕҫленĕ специалистсене сăмах патăмăр. Малашне те ку ыйтăва куҫран вĕҫертмĕпĕр.
Республика Пуҫлăхĕ ҫамрăк специалистсене ял хуҫалăхне тавăрмалли пирки каларĕ, алла диплом илекенсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине палăртрĕ, тĕрлĕ министерствăсене хушусем пачĕ. Усси пултăрччĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"