АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне Власова Нина Власовна тивĕçрĕ

17:08 23 января 2017 г.

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тури Карачура ялĕнче пурăнакан Власова Нина Власовна хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак сумлă уявпа Нина Власовнăна, Элĕк район администрацийĕн верену пайĕн начальникĕ - Эдуард Николаев,  Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕç, парнесем парса ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Власова Нина Власовна хăтлă та ăшă çуртра пурăнать.

Манăн анне 95 çул тултарчĕ. Вăл 1922 çулта январĕн 22-мĕшĕнче Тури Карачурара çуралнă-, каласа парать тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ амăшне пăхса пурăнакан хĕрĕ Альбина. - Анне аттепе нумаях савăнса пурăнайман, вĕсем уйрăлнă. Пире анне пĕчченех çитĕнтернĕ. Питĕ йывăр самантра темĕнле йывăрлăха та чăтнă, арçынсемпе танах ырми-канми ĕçленĕ10 çул вĕреннĕ хыçççăн, Вăрнарта ветеринар специальноçне алла илет, анчах та вăл ĕçпе ĕçлеймен анне, вăрман касма çÿренĕ. Тăван хуçалăхра 20 çул бригадирта вăй хунăÇĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă пире ура çине тăратассишăн. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та, 80 çула çитичченех ĕçлесе пурăннă. Хамăр ура çине тăрсассăн çеç колхоза ĕçе тухма пăрахнă.

Шăллăм, Александр, Мускавра хăйĕн çемйипе пурăнать. Вольт вара, ачаллах, 4- мĕш класс вĕреннĕ вăхăтра пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă.

Кашни çулах выльăх - чĕрлĕх йышлă тытнăскер халĕ пирĕн пулăшусăр пĕччен пурнаймасть. Таса та ăшă пÿртре кăшăртатса çÿрет майĕпен, - каласа парать хĕрĕ Альбина амăшĕ ĕçчен те вăр-вар пулничен тĕлĕнсе.

Нина Власовнăна халĕ икĕ мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул ырми-канми тăрăшнине Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр « Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти медальсем те пирĕн юбиляр ĕçлеме ÿркенменнине çирĕплетернĕ.

 

 
 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика