14:03 22 февраля 2017 г.
2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурс фестиваль хайĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан 3-5-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ. Конкурса чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Анне тата Атте çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли - уяв тăван чĕлхесен пĕтĕм тĕнче кунĕнче иртни.
Ачасем фестивале тимлĕ хатĕрленнĕ. Çакă номерсен тематикинче те, жюри умне тухнă ачасен ăсталăхĕнче те палăрчĕ. Акă «Сăвă чи ăста калакан» номинацире сăмах тăван чĕлхе, тăван çĕр-шыв, ачасене пăхса ÿстерекен анне çинчен пычĕ. Ачасем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. Пултарулăх шайĕ уйрăмах «Чи лайăх сценка» номинацире палăрчĕ. Пуян декорации, ачасен ăста вылявĕ пурне те тыткăнларĕ. «Чи лайăх юрлакан» номинацире чăваш халăх юрри те, хальхи эстрада та янрарĕ, уйрăммăн тата ушкăнпа юрлани те пулчĕ.
«Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Кăçал хăйсен пултарулăхне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 100 ытла ача тата 17 пултарулăх ушкăнĕ кăтартрĕç.
«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ.
Çак фестивальре Элĕк район чысне Элĕкри вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Дарья Ананьева тата Элĕкри ÿнер шкулĕнче хушма пĕлÿ илекен Ксения Филиппова (ертÿçисем В.И. Терентьев, Никандрова П.М.) хÿтĕлерĕç, иккĕшĕ те хисеп грамотисемпе таврăнчĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Дарья «Сăвă чи ăста калакан» номинацире Ю. Сементер çырнă «Пакшапа чакак» сăвва каласа 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ, Ксения «Чи лайăх юрлакан» номинацире анатри чăвашсен «Çемçен пусма мĕн лайăх» ятлă хăна юррипе 2-мĕш вырăна тухрĕ.
Вĕренÿ пайĕ тăрăшуллă ачасене çĕнтерÿпе саламлать, малашне те вĕренÿре, пултарулăх конкурсĕсенче пысăк ÿсĕмсем тума сĕнет.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"
Первоисточник: Аликовский район Чувашской Республики