АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элĕк çыннисем Çуркуннепе ĕç уявне хаклаççĕ

11:08 01 мая 2017 г.

 

Ирина КОРНИЛОВА, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалтисĕ:

Майăн 1-мĕшне тĕрлĕ çулсенчи çынсем пурте тулли кăмăлпа кĕтеççĕ. Çемьепе пухăнса, тăвансемпе, юлташсемпе тĕл пулса калаçмалли чи лайăх самант. Çамрăксемпе аслăрах ăрурисем вара çак кун Ĕç уявĕ пулни те пĕрлештерет. Çак кун ĕç çыннине хисеплесе пур çĕрте те минтингсем иртеççĕ. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăрта класăн-класăн Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ митинга хутшăнни халĕ те асрах-ха. Çулсем иртнĕ çемĕн те ку йăлана пăрахăçланманни савăнтарать. Çак уяв кашнинех тăнăçлăхпа ырлăх, савăнăç парнелетĕр!

 

 Альбина ОШКОВА, сутуçă:

Майăн 1-мĕшĕ - ĕçе юратакансен тата ĕçлеме пĕлекенсен, хăйсен пурнăçне чунтан вăй хурса тăвакансен праçникĕ. Пуриншĕн те çак уяв савăнăçпа, ĕçпе тата çурхи ăшă кунсемпе çыхăннă. Маншăн вара çак кун икĕ тĕрлĕ уява пĕрлештерет, мĕншĕн тесен майăн 1-мĕшĕнче манăн хĕрĕм кун çути курнă. Çавăнпа та асăннă уяв ĕмĕрех асра юлĕ.

Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра ача çурални - чи пысăк телей. Вăл пире пурне те пĕрле пухăнса савăнма май парать, савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелет.

Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе пурне те саламлатăп. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп!

 

Татьяна ЕГОРОВА, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн социаллă педагогĕ:

Раççейре Çуркуннепе Ĕç уявне тĕрлĕ çулсенчи çынсем тулли кăмăлпах паллă тăваççĕ. Кашнишĕнех пĕлтерĕшлĕ вăл. Чи малтанах çак уяв маншăн çемье, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлекен çынна хисеп тунипе çыхăннă. Çавăн пекех çак кун тĕрлĕ çĕрте субботниксем йĕркеленипе асăмра çырăнса юлнă. Ку чухне вара ял, хула урамĕсене хăтлăх кĕртес ĕçе тĕрлĕ çулсенчи çынсемпе пĕр танах ача-пăча та хутшăнни, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртес ĕçе хăйĕн тÿпине хывни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Майăн 1-мĕшĕ тата çуркунне çитнине, çут çанталăк чĕрĕлнине сăнлакан уяв та. Вăл хĕвелпе, тавралăха тĕрлĕ тĕс çапнипе, пуç тÿпинче кăвак тÿпе пулнипе çыхăннă.

 

 

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика