АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Комментарии жителей Аликовского района о массовых лыжных гонках "Лыжня России - 2018"

14:39 10 февраля 2018 г.

Наталия Егорова, педагог-психолог детского сада «Çăлкуç»:

"Спортивный праздник «Лыжня России для нас долгожданное мероприятие, так как мой сын с нетерпением ждет эти соревнования. Егор очень любит заниматься спортом, особенно ему нравиться кататься на лыжах. Вот и сегодня он встал на лыжи. Вообще-то он с двух лет катается. А сейчас ему всего лишь семь лет. Сегодняшнее мероприятие дает возможность участвовать тем, кто хочет проверить свои возможности. И очень хотелось бы, чтобы не только подрастающее поколение занималось регулярно спортом, но и взрослые присоединились к ним".  

  

 

Вячеслав Осипов, учитель МБОУ «Раскильдинская СОШ»:

"Паянхи хĕвеллĕ кун йĕлтĕр çине тăма питех те хавас. Эпĕ çулсеренех «Раççейри йĕлтĕр йĕрне» хутшăнатăп. Яланах малти вырăнсене йышăнма тăрăшатăп. Хальхи вăхăтра та кашни кунах йĕлтĕрпе ярăнма тухатăп. Асăннă спорт тĕсĕпе хам 50 çул тултарнăранпа туслă. Акă паян та çак ăмăртуран юлас темерĕм. «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018» кашни ăрăва пĕрлештерсе тăрать. 60 çулта пулин те юратнă спорт тĕсне пăрахма шутламастăп. Паян кунта нумай çын пухăннă, анчах та йĕлтĕрпе ярăнакансен йышĕ çулсерен хутшăнса пырсан тата аванрах пулмалла".  

 

 

Валерий ЕГОРОВ, район больницин тĕп врачĕ:

"Йĕлĕтĕр йĕрĕ" спорт мероприятийĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ. Раççейĕн мĕнпур хулисемпе ялĕсенче пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмрисем хутшăннипе унпа пĕрешкел мероприяти тĕнче шайĕнче те çук тесе шутлатăп. Асăннă ăмăрту чăн-чăн профессионалсемпе пĕрлех хĕллехи спорт вăййисене кăмăллакансене те пĕрлештерет. Ку чухне вăй виçме май килнипе пĕрлех ăсталăхпа палăрма та, ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса вĕрентме тĕслĕх кăтартма та май пур.

"Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва 5-6 çулах хутшăнатăп. Кăçал та Элĕк район больницин чысне ушкăнпах хÿтĕлерĕмĕр, 9-ăн хутшăнтăмăр. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашкисем çинех хăпараймарăмăр пулин те хамăр çитĕнÿсемпе кăмăллă. Асăннă мероприятие хутшăнса эпир район çыннисене тăтăшах физкультурăпа тата спортпа туслашмаллине палăртрăмăр. Çак ăмăрту вара Элĕк тăрăхĕнче спорта юратнине, аслă ăрурисемпе танах ачасем те сывă пурнăç йĕркине тĕп вырăна хунине кăтартса пачĕ".  

  

Олеся ПЕТРОВА, Элĕк вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен:

"Вăй-хал хушакан, ачасене çĕнтерÿ патне ăнтăлма хистекен, спортпа туслашма вĕрентекен чи массăллă спорт мероприятийĕ вăл - «Йĕлтĕр йĕрĕ». Кăçалхипе иккĕмĕш хут çеç хутшăнтăм асăннă ăмăртăва, апла пулин те кăмăллă. Хамăн ÿсĕмрисем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕм. «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018» маншăн татах та пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе те асра юлчĕ. Чи çамрăк спортсменсен ушкăнĕнче манăн 1-мĕш класс вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ старта тухни уйăрăмах хăпартлантарчĕ. Йывăрлăхран шикленмесĕр палăртнă инçĕшне тивĕçлипе чупса тухрĕç вĕсем. Чи çивĕччисем вара çĕнтерÿçĕсен шутне лекрĕç. Арçын ачасенчен Роман Егоров пĕрремĕш пулчĕ пулсан, хĕрачасенчен София Егорова иккĕмĕш финиша çитрĕ. Ыттисене вара ку ăмăрту савăк кăмăл парнелерĕ, вăй-хал хушрĕ. Даша хĕрĕм те иккĕмĕш классем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухни савăнтарчĕ. Ачасене ку пулăмсем малашлăхра татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума пулăшчăрччĕ".

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика