11:54 22 февраля 2018 г.
Вырăнти йăла-йĕркене упраса хăварас, ăна çамрăксем хушшинче сарас тĕлĕшпе çулсеренех районта «Хĕл ăсатăвĕн» уявне йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал Хĕл ăсатăвĕ Элĕк салинче мартăн 8-мĕшĕнче «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» Этнопаркра пулать. Мероприятисем 9 сехетре пуçланаççĕ, 11 сехетре уява савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.
Ял тăрăхĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсен кил картишĕсене сивĕ хĕл иртсе кайнине, савăк çуркунне çитнине халалласа капăрлатĕç. Вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Жюри членĕсем «Чи лайăх тетрализациленĕ кил картишĕ», «Кил картишĕн чи лайăх хуçа», «Чи лайăх капăрлатнă кил карти», «Йăла-йĕркене упракан чи лайăх кил карти» номинацисемп çĕнтерÿçĕ ял тăрăхĕсене палăртĕç.
Çавăн пекех лашасемпе мотоблоксене капăрлатассипе те конкурссем иртеççĕ. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче шахматла, волейболла выляççĕ. Стадионта вара тĕрлĕ çулсенчисем хушшинче биатлон енĕпе, конькипе ярăнассипе ăмăрусем пулĕç. Ачасене валли вылямалли, ярăнмалли ятарлă атракционсем ĕçлĕç. Суту-илÿ йĕркелеме те палăртнă. Уява килекенсем техĕмлĕ шашлăк тата ытти тутлă апат та тутанса пăхма пултарĕç. Пурне те уява йыхравлатпăр!
Йĕркелÿ комитечĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"