16:15 18 марта 2018 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче ирхи сакăр сехетченех районти чылай суйлав участокĕсем çывăхĕнче çынсем пухăнма пуçларĕç. Кашниех Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ ирĕкпе туллин усă курса хăй кăмăлланă кандидатшăн сасăлама палăртнă. Суйлава килекен çынсен кăмăлне çĕклеме мĕнпур участокра пĕтĕм услови туса панă. Çĕршыв малашлăхĕнче кашнин тÿпи пуррине тĕпе хурса суйлав участокĕсене çамрăксем те, аслă ăрурисем те йышлăн килни чăннипех те кăмăла çĕклерĕ. Вутланти суйлав участокне пĕр вăхăтрах çывăхри ялсенчен йышлăн килнĕрен черет те йĕркеленме ĕлкĕрнĕччĕ. Ытти çĕртри пекех кунта та сасăлава пĕрремĕш хут хутшăнакан Ирина Захаровăна, Ирина Андреевăна, Зоя Ивановăна асăнмалăх парнесем пачĕç. Юнтапари суйлав участокне вара нумаях пулмасть 18 çул тултарнă Артем Александровпа Анна Никоноровăпа пĕрлех 84-ри Михаил Серафимов та хăех килнĕ. Ку енĕпе Чулкаç участокне кĕрекенсем те хастарлăхпа палăраççĕ. Сакăр теçеткене хыçа хăварнă Зоя Ермолаева, 88-рти Иосиф Николаев килте мар вырăна кайса сасăлассине малтанах палăртнă. 85-ри Петр Кондратьев вара ку суйлавра комисси членĕ те шутланать. «Паянхи суйлав малашлăха çул хывма май парать. Эпир вара, аслă ăрурисем, çĕршыва ертсе пыма пултаракан тивĕçлĕ кандидатшăн хамăр сасса парса мăнуксен малашлăхĕшĕн сасăлатпăр», - терĕ Петр Кондратьевич. Çакăн пек шухăша Юманлăхри Анна Варфоломеева та палăртрĕ. 94-ри ватă тулли кăмăлпах ялти суйлав участокне çитрĕ. Юманлăхри Людмила Порфирьева вара çак тивĕçлĕ йышăнăва тума хĕрĕпе, мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе пĕрле килнĕ. Тури Карачурари Леонидпа Лариса Григорьевсем суйлава икĕ пĕчĕк ывăлне те илсе килнĕ. Ытти суйлав участокĕсенчи пекех Тавăтри суйлав комиссийĕн членĕсем килтен тухса çÿреймен ватă тата сывлăх енчен хавшак çынсем, пĕчĕк ачаллă амăшĕсем патне килĕсене тухрĕç. Малтанах суйлава пырайманнине палăртса ыйту çырнă 55 çын патне килĕсене кайрĕç.
Районти тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 16 сехет тĕлне Элĕк районĕнче 11 389 суйлавçăран 8905-шĕ сасăлава хутшăннă, çакă вара 78,19 процентпа танлашать.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"