АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Людмила Засыпкина - "Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль ҫĕнтерӳҫи

10:46 26 марта 2018 г.

Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче 19-мĕш хут йĕркеленĕ "Кĕмĕл сасă" конкурс-фестиваль пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленчĕ.

Конкурса 26 уйрăм юрлакан тата виçĕ ансамбль хутшăнчĕç.

Кăçалхи çĕнĕлĕх вара - гала-концертра Чăваш Енре пурăнакан ытти халăх яш-кĕрĕмĕ юрлани пулчĕ.

    Тÿресем шутĕнче сумлă çынсем: Станислав Кондратьев профессор, педагогига наукисен кандидачĕ, музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Антонина Краснова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Алина Федорова, чăваш наци радиовĕн продюсерĕ Виктор Дмитриев, ЧНК ыркăмăллăх фондчĕн директорĕ Павел Вязов тата ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Клементьев пулчĕç.

Кашни тÿре пайташĕн балĕсене пĕрле шутласан çакă паллă пулчĕ: уйрăм юрлакан юрăçсем хушшинче виççĕмĕш вырăна Элĕк хĕрĕ Людмила Засыпкина тухĕ.

Гран-при вара Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен ЕКАТЕРИНА МУРАЙКИНА çĕнсе илчĕ. Ăна фестиваль тĕп спонсорĕ Павел Вязов 20 пинлĕх профессиллĕ микрофон парнелесе чысларĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Первоисточник: Чувашский национальный конгресс

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика