09:45 01 мая 2018 г.
Çуркуннепе Ĕç уявĕ халăхсене пĕрлештерет, ĕç çыннине мухтать, унăн пурнăçри яваплăхне ÿстерет. Мĕн авалтанах ĕç çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме тата аталанма пулăшнине аванах пĕлетпĕр. Шăпах ĕçчен çын Тăван çĕршыва хисеплеме вĕренет те. Паянхи уявра та çак шухăш-туйăмсем мала тухаççĕ. Çынсем йăлана кĕнĕ йĕркепе çуркуннехи уява кĕтеççĕ, коллективпа пĕрле тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Кашнин чĕринче çĕкленÿллĕ кăмăл палăрать. Мĕн шутлаççĕ-ха паянхи уяв пирки Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем.
Валентина СИЛИВЕСТРОВА, Кĕçĕн Тăван ял библиотекин заведующийĕ:
Майăн 1-мĕшĕ - ĕç çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл çут çанталăк чĕрĕлнине кăна пĕлтермест, çавăн пекех тăнăç пурнăç пуçланнине тата ĕççи вăхăчĕсем çитнине те ăнлантарать.
Асăннă уява халалласа пур çĕрте тенĕ пекех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вăл шутра библиотекăра та çак кун «Делу - время, потехе - час» кану каçĕ ирттерме палăртрăмăр. Çавăн пекех хамăрăн вырăнти фольклор ансамблĕн пĕчĕк ушкăнĕ ялти пĕр хисеплĕ çынна пĕчĕк концертпа саламлама хатĕрленет. Эпир кашни уявах савăнăçлă, юрă-ташăпа ирттерме тăрăшатпăр. Майăн 1-мĕшĕ те пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк та çутă уявсенчен пĕри шутланать.
Нина ПАВЛОВА, Изванка ялĕ:
Май уявне çулленех пысăк хавхаланупа кĕтсе илетпĕр. Сар хĕвеллĕ кунсенче кăмăл та çĕкленÿллĕ. Тăнăç пурнăçра савăнас, ĕçлес те килет.
Çур кунĕсем çитнипе пĕрлех тăван кĕтесе тирпей-илем кÿресси йăлана кĕнĕ. Халĕ те ку енĕпе тăрăшатпăр. Ял урамĕ таса, симĕс курăклă пултăр тетпĕр. Ку пархатарлă ĕçре кÿршĕсемпе, ял-йышпа пĕрле тимлетпĕр.
Май уявĕсенче тĕп хуламăра - Шупашкара кайса курас кăмăл та пур. Тĕпренех çĕнелсе, улшăнса пырать Шурă Шупашкар. Унăн урамĕсенче уçăлса çÿреме те кăмăллă.
Георгий АНИСИМОВ, Кĕçĕн Тукташ ялĕ:
Майăн 1-мĕшне тÿрремĕнех студент кунĕсемпе çыхăнтарас килет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агрономи факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра мĕнпур студент йышлăн тухаттăмăр митинга. Уяв колонни таçта çити тăсăлатчĕ. Тĕрлĕ хăмпă, ялав, хăю йăтнă çынсен сăн-питĕнче йăл кулă çиçетчĕ. Питех те савăнăçлă та интереслĕ иртетчĕ уяв. Диплом алла илсен тăван тăрăха таврăнтăм та агрономра ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне майăн 1-мĕшĕнче хĕрсе кайсах çураки ирттереттĕмĕр те. Митинга хутшăнасси пирки шутлама вăхăт та пулман. Тыр-пула кĕске вăхăтра акса хăварасси малти вырăнтаччĕ. Çулсем иртсен уяв сĕмĕ чунра сыхланса юлнă пулин те хулара иртекен митинга каймах вăхăт çитеймест-ха. Халĕ ытларах чухне майăн 1-мĕшĕнче пахчара çĕр çинче ĕçлетпĕр, субботниксем ирттеретпĕр. Митинга тухма ыйтсан вара ыттисемпе танах хутшăнма хирĕç мар.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"