14:02 09 мая 2018 г.
Альбина ЗАЙЦЕВА, Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ,
Владимир ЗАЙЦЕВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ:
«Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци Элĕкре чăннипех те пысăк шайра иртрĕ. Унта шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе пĕрле тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем те хутшăнни хавхалану хушать. Эпир те кăçал хамăрăн кукаçипе Филипп Игнатьевич Озеровпа, ватă куккапа Меркурий Игнатьевич Озеровпа «юнашар» Çĕнтерÿ парадĕнче утрăмăр. Вĕсем иккĕшĕ те Янкурас ялĕнче çуралнă. Филипп Игнатьевич Ленинград фронтĕнче старшина пулса çапăçусене хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве Кенингсберг хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçăри харсăрлăхĕшĕн «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», Паттăрлăх орденĕсене, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Киле çаврăнса çитнĕ. Ватă куккан шăпи вара синкерлĕрех пулнă. Меркурий Игнатьевич стрелоксен полкĕн взвод командирĕ пулнине çывăх çыннăмăрсенчен пĕлетпĕр. Икĕ хутчен аманнă, 162-мĕш №-лĕ медсанбатра сипленнĕ. «Хĕрлĕ Çăлтăр», "Паттăрлăх", «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене те илнĕ. Анчах та кун-çулĕ Аслă Çĕнтерÿччен, 1945 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче, Инçет Хĕвелтухăç Пруссине çитсен татăлнă. Вĕсене асра тытса çулсеренех «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Пирĕн çемье паттăрĕсем вĕсен мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе пĕрле утма тивĕç тесе шутлатпăр».
Тамара ШМИДТ, Элĕк сали:
«Паянхи ачасемпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче командирсем, пулеметчиксемпе артиллеристсем пулнă ентешĕмĕрсем утнине курсан куçăм шывланчĕ. Вĕсен йышĕнче вара манăн кукаçи Илленьушкăнь ялĕнче çуралнă Николай Егорович Герасимов та пулнишĕн савăнтăм. «Вилĕмсĕр полк» акцие иккĕмĕш çул çеç хутшăнатăп. Пĕлтĕр кукаçин сăнне тупайманран ятне çырса утса тухнăччĕ. Кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ валли ятарласа унăн сăнне шыраса тупрăм. Çывăх çыннăмăр Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче çапăçнă. Киле аманса таврăннă, уринчи снаряд ванчăкĕсем чылайччен канăç паман ăна. Анне каласа панă тăрăх, çулсем иртсен юхса тăракан сурансенчен снаряд ванчĕкĕсене хăех турта-турта кăларнă-мĕн. Хам вара ун чухне 6 çулсенче çеç пулнă та вăрçă çинчен сăмахланине ас тумастăп. Манăн асăмра вăл çу кунĕсенче хĕвел питтинче ларни çеç юлнă. Суранланса таврăнсан Николай Егорович тăван хуçалăхра яваплă ĕçре тăрăшнă. «Вилĕмсĕр полк» паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă кукаçисемпе асаттесемшĕн, кукамайсемпе асаннесемшĕн тата пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн Çĕнтерÿ символĕ шутланать».
Сима МАЙОРОВА, ĕç ветеранĕ:
Вăрçă куççулĕ кашни çемьене пырса тивнĕ, тарăн суран хăварнă. Манăн асаттепе икĕ ывăлĕ те Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Нимĕçсемпе çапăçса юнлă вăрçă хирĕнчен, питĕ шел, Энтип ывăлĕ таврăнайман. Апла пулин те эпир ăна асра тытатпăр.
Эпĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие кашни çулах хутшăнатăп. Иртнĕ çулсенче тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса вăрçăран таврăннă асаттен тепĕр ывăлĕ, Пантелеймон та, Çĕнтерÿ кунне хутшăнатчĕ. Шел пулин те, пĕлтĕр вăл ун хыççăнах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çавăнпа та эпĕ ăна асра тытас, çывăх çыннăмăрсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне сума сăвас тĕллевпе, пире тăнăç пурнăç парнеленĕшĕн хăпартланса çак акцие хутшăнмасăр ниепле те иртейместĕп. Малашне вăрçă пачах та ан пултăр!
Дарья ЕМЕЛЬЯНОВА, Элĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ:
Сегодня - День Победы! И я гордо несу фотографию своего прадедушки Петра Кузикова, который сражался на страшной войне. Он родился в деревне Большие Токташи. Ушел на фронт в 18 лет. Вернулся с полей боя с победой. К сожалению, в 2003 году его не стало.
Войну мы не видели, но из истории и рассказов старшего поколения хорошо знаем, что русскому народу в военные времена было очень тяжело. Наши отважные солдаты, побеждая гитлеровцев, потеряли много крови, но все равно одержали Великую Победу. Поэтому «Бессмертный полк» - это память о ветеранах, об участниках войны. Это гордость за нашу страну. Они подарили нам жизнь и спокойное небо. А наше молодое поколение должно уметь ценить эту мирную жизнь, чтить память о воинах.
Нина МЕДВЕДЕВА, предприниматель:
«Бессмертный полк» объединяет многие поколения и народы. Вот и моя семья сегодня присоединились к этой акции. У меня в руках фотографии дедушек. Мой дед воевал под Москвой, а у мужа - в Сталинградской битве. Все военные годы они смело сражались, защищая Родину.
Мне отрадно быть на этом "полку", во-первых, это память о войне, о погибших солдатах. Во-вторых, хочется отметить, что возникают патриотические чувства. А также гордость за победу над фашизмом. Но больше всего окружает печаль, так как потеряли много крови, павших на войне было очень много. Но память о них всегда будет в наших сердцах.
Молодое поколение сейчас идет на «Бессмертный полк». Вместо наших дедов и прадедов мы гордо несем победную славу. Хочется верить, что память об их подвигах будет вечной, и будущее поколение также сохранит это великое событие.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"