14:35 09 мая 2018 г.
Владимир ИГНАТЬЕВ, подполковник, Кураккасси ялĕ:
«Тÿрех палăртам, ÿстерсе, хăпартса каламастăп. Çулран-çул Элĕкре Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв вăйланса та вăйланса пырать. Унта хутшăнакансен шучĕ ÿсни те сисĕнет. Уява тухнисен йышĕнче мăн аслашшĕ-кукашшĕсем çинчен пĕлекен вĕтĕр-шакăр йышлă пулни савăнтарать. Ку çеç-и? Шкул ачисем Тăван çĕршыв, Тăнăç пурнăç, вăрçă хаярлăхĕн пĕлтерĕшĕсене ăнланаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ парадĕнче чи пĕчĕккисем, малашлăхра çĕршыв тăнăçлăхне сыхлакансем, Элĕкри «Çăлкуç», «Хĕвел» ача сачĕсене çÿрекенсем те вăрçă ветеранĕсем умĕпе чăн-чăн салтакла çар тумĕпе утса тухни чунра мăнаçлăх туйăмне вăратрĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх те тыткăнларĕ. Ку вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе район администрацийĕнче ĕçлекен хĕр-хĕрарăмсем ятарлă çар тумĕпе тухни савăнтарчĕ. Эппин, Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн çулсем иртсен те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эпир ăна 73 çул паллă тунă тата кунран та ытларах малашне те паллă тăвăпăр. Тавтапуç, хисеплĕ ветерансем, çÿл тÿпери сар хĕвелшĕн, çĕр çинчи пурнăçшăн».
Альберт КОНДРАТЬЕВ, Юнтапа вăтам шкулĕн директорĕ, районти Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисен пĕрлĕхĕн председателĕ:
«Историе тепĕр хут аса илес пулсан, Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă моряксем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе сахал мар тăрăшнă. Сăмах май, нимĕç фашисчĕсем моряксенчен темрен ытла хăранă. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ фашистсем моряксене «хура вилĕм» тесе ят панă та. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче мĕнпур ентеш-пĕлĕшпе пĕрле Тинĕс çар флочĕн морякĕсем те парадра утма тивĕç тесе шутлатпăр. Çавна пулах районти асăннă пĕрлĕх кăçал пĕрремĕш хут Тинĕс çар флочĕн ялавĕпе ветерансен умĕпе утса иртрĕ. Çакă эпир Тăван çĕршывшăн пуç хунă моряксене асра тытнине çирĕплетет. Элĕксем паянхи уява РФ Президенчĕн сăмахне, «кашни Çĕнтерÿ кунĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей уявĕ пек иртмелле», - тенине тĕпе хурса йĕркелени сисĕнчĕ».
Анна РОМАНОВА, Элĕк вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ:
«Мĕн 1-мĕш класран пуçласах Çĕнтерÿ кунне халалланă уява хутшăнатăп. Кашни çулах çак уяв чунра пăлхану, хумхану çуратать. Эпир вăрçăран таврăнайман асаттесемпе асаннесем умĕнче пысăк парăмлă пулни пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, яваплăрах пулма хистет. Çав вăхăтрах эпир Çĕнтерÿçĕ салтакăн кĕçĕн мăнукĕсем пулнишĕн мухтанатăп. Кăçалхи уява Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулти «Юнарми» юхăмăн параппанçисем, кадет корпусĕ çĕнĕлĕхпе чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Ача сачĕсене çÿрекенсем те йышлăн çар тумĕпе парада хутшăнни пурин кăмăлне те кайрĕ. Пирĕн пурин те вăрçă тата Аслă Çĕнтерĕвĕн историне лайăх пĕлмелле. Ăна пурте асра тытсан, кашни паттăр ячĕ пирĕн чунра упрансан çеç пире никам та çĕнтереймĕ».
Михаил ВАСИЛЬЕВ, Элĕк вăтам шкулĕн кĕçĕн класĕнче вĕренекенĕ:
«Майăн 9-мĕшĕ - Аслă Çĕнтерÿ кунĕ. Эпĕ пĕр класра вĕренекен тантăшсемпе уява тухрăм. Çак уявшăн вăрçăра çапăçса пуç хунă мăн асаттесемпе кукаçисене, тылра ĕçленĕ ватă кукамайсемпе асаннесене пысăк тав. Анчах та çулран-çул сахалланса пыраççĕ вĕсем. Çавăнпа та вĕсене асра тытса пирĕн кашни çулах уява лайăх ирттермелле. Халĕ пурăнакан ветерансене вара тавтапуç каласа çирĕп сывлăх сунатăп, вĕсен умĕнче пуçа таятăп».
Виталий СТЕПАНОВ, пенсионер:
"Эпĕ Асамат ялĕнче пурăнатăп. Аслă Çĕнтерĕве çулленех пысăк хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Кăçал та районта иртекен уяв демонстрацине кăмăлпах тухрăм. Сăлтавĕ те пур темелле. Эпĕ çарта икĕ çул пулнă, салтак службине Германире ирттерме тÿр килчĕ.
Манăн ывăлсем виççĕшĕ те - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем. Тăнăç пурнăçра та йĕркеллĕ çынсем пулнипе палăраççĕ. Эпĕ çавăншăн питĕ савăнатăп. Çакăнта, паллах, Аслă Çĕнтерÿ тÿпи питех те пысăк".
Юлия СЕМЕНОВА, Элĕк сали:
"Аслă Çĕнтерÿ кунĕ - пысăк, чи çутă уяв. Эпĕ районти тĕп аптека ĕçченĕ пулнă май хамăн ĕçтешсемпе уяв демонстрацине тухрăм. Çĕнтерÿ кунне районта чаплăн паллă турĕç. «Вилĕмсĕр полк» Элĕк сали урамĕпе утса иртни мĕн тери пархатарлă.
Пирĕн çутă пуласлăх - ачасем. Пĕчĕккисен, шкула çÿрекеннисен колонни чун-чĕрене тыткăнларĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем те Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипе паллă тума тăрăшни курăнчĕ".
Оксана СЕМЕНОВА, Вутлан шкулĕн вĕрентекенĕ:
"Эпĕ çамрăк вĕрентекен. Ачасене технологи енĕпе пĕлÿ паратăп. Вĕсем мĕн ачаран ĕçре юратса ÿсчĕр тесе тăрăшатăп, Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсем пуласса шанатăп.
Шкулти педагогсем, вĕренекенсем Çĕнтерÿ уявне хумханса та савăнса кĕтсе илтĕмĕр. Уяв демонстрацине те хаваспах хутшăнтăмăр. Хамăр асаттесен, мăн асаттесен вăрçăри паттăрлăхĕ пирĕншĕн ĕмĕр-ĕмĕр асра пулĕ".
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"