20:05 03 июня 2018 г.
Паян Элĕк районĕнче Чǎваш Республикин Патшалǎх Канашĕн улттǎмĕш созыври депутатне суйлассипе Етĕрнери 9-мĕш №-лĕ пĕр мандатлǎ суйлав округĕпе Тени, Тавǎт, Ураскилт, Мǎн Вылǎ, Крымсарайкка тата Шĕмшеш ял тǎрǎхĕсенче хушма суйлавсем иртрĕҫ. Ҫавǎн пекех Шĕмшеш ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем районти депутатсен Пухǎвĕн депутатне суйларĕҫ. Пĕтĕтĕмĕшле илсен, ҫӱлерех асǎннǎ ял тǎрǎхĕсенче пурǎнакансенчен чылайǎшĕ кǎнтǎр апачĕчченех хǎйсен тивĕҫне пурнǎҫланǎ. Суйлав комиссийĕсен председателĕсем пĕлтернĕ тǎрǎх, ку енĕпе уйрǎмах пĕрремĕш хут сасǎлава хутшǎнакансем пуҫарулǎх кǎтартнǎ. Сǎмахран, Эренарти Римма Моисеева, Тенири Анжела Игнатьева, Дарья Львова, Кĕҫĕн Тǎванти Екатерина Петрова, Мǎн Вылǎри Александр Иванов, Валентина Терентьева, Илья Шашкин, Тавǎтри Екатерина Степанова, Краклаври Мария Парамонова, Пиҫенерти Лина Романова, Сурǎмпуҫ Шĕмшешри Николай Кириллов суйлав участокĕсем ĕҫлеме пуҫласанах хǎйсен гражданла тивĕҫне пурнǎҫланǎ. Ҫак яваплǎ та пĕлтерĕшлĕ пулǎмран юлман хастар ҫамрǎксене асǎнмалǎх парнесем панǎ. Ҫав вǎхǎтрах сакǎр тата тǎхǎр теҫеткерен иртнисем те хǎйсен ҫулĕсене пǎхмасǎрах суйлав участокĕсене ҫитнĕ. Хитекушкǎнĕнчи 90-ри Юлия Крикова, Ураскилтри 91-ри Ульяна Степанова, 81-ри Юлия Димитриева, Кĕҫĕн Тǎванти 82-ри Мария Петрова, 81-ри Георгий Гаврилов, Мǎн Вылǎри 82-ри Вера Александрова, Эренарти 85-ри Владимир Чернов суйлавран никамǎн та юлмалла маррине хытарсах каларĕҫ. Ытти ҫулсенче та яланах ҫак ĕҫе яваплǎха туйса килни ку хутĕнче те унран пǎрǎнса юлман. Хушма суйлав ял ҫыннишĕн хĕрӱ ĕҫҫи вǎхǎчĕпе пĕр килнĕрен суйлав комиссийĕн членĕсем уйра ĕҫлекенсем патне хǎйсем ҫитнĕ. Эренар ялĕнчи суйлав участокĕн председателĕ Людмила Максимова пĕлтернĕ тǎрǎх, Узянов хресчен-фермер хуҫалǎхĕнче тǎрǎшакан 20 ытла ҫын уйра ĕҫленĕрен унта пымаллине палǎртса малтанах ыйту ҫырнǎ-мĕн. Ҫакна тĕпе хурса вĕсем патне унта ҫитнĕ. Ҫавǎн пекех тухса ҫӱреймен ватǎсем, чирлĕ ҫынсем, кǎкǎр ачисен амǎшĕсем патне те килĕсене кайса сасǎлаттарассине лайǎх йĕркеленĕ.
Элĕк районĕнчи 20 суйлав участокĕнче те каҫхи сакǎр сехетре суйлав вĕлҫеннĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"