АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мĕнле уяв-ши вăл Раççей кунĕ?

08:17 12 июня 2018 г.

2002 çулччен çак кун «Раççей патшалăхĕ никама пăхăнманни çинчен Деклараци йышăннă кун» ячĕпе хисепленсе тăнă. Унтанпа ячĕ самаях çăмăлланнă, анчах та уяв пĕлтерĕшĕ çухалман. Мĕншĕн-ха нумайăшĕ Раççей кунĕн историне пĕлмеççĕ? Асăннă уяв çĕршыври чи çĕнĕ патшалăх уявĕсенчен пĕри шутланать. Çавăнпа та пурте хăнăхса та çитеймен ăна уявлама.

Шăп та шай 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съезчĕ Раççей патшалăхĕ никама пăхăнманни çинчен Деклараци йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн Конституцин пуçлăхне пĕлтернĕ. Çав тапхăрта СССР республикисем пĕрин хыççăн тепри хăйĕн суверенитечĕ (никама пăхăнманлăх) çинчен пĕлтерсе пынă, пирĕн çĕршыв вара «Раççей Федерацийĕ» е «Раççей» çĕнĕ ята илнĕ.

Çавăн пекех июнĕн 12-мĕшĕ çĕршывра пĕрремĕш президента суйланипе те палăрса тăрать. 1991 çулта патшалăх историйĕнче пĕрремĕш хут пĕтĕм халăхăн президентне суйланă. Суйлавра Борис Ельцин çĕнтернĕ.

Хăй уявĕ вара патшалăх статусне 1994 çулта çеç илнĕ. Вăл Борис Николаевич хушăвĕпе канмалли кун пулса тăнă тата «Çĕршыв никама пăхăнманнин кунĕ» ятне илнĕ. Çынсенчен ыйтнă тăрăх, çĕршывра пурăнакансенчен нумайăшĕ çак уявăн пĕлтерĕшне ăнлансах кайман. Çавăнпа 1998 çулта Борис Ельцин хăйне майлă ребрендинг ирттернĕ. Вара вăл «Çĕршыв никама пăхăнманнин кунĕ» вырăнне «Раççей кунĕ» тесе паллă тума сĕннĕ. Çĕнĕ ят 2002 çулта вăя кĕнĕ.

Акă мĕн каланă 2001 çулта Кремльте тухса калаçнă чухне Раççей Президенчĕ Владимир Путин та çак паллă кун пирки: «Патшалăх суверенитечĕ çинчен йышăннă Декларацие йышăннă хыççăн историн - граждансен ирĕклĕхĕ тата саккун çÿллĕ шайра пулни çинче никĕсленнĕ Демократи патшалăхĕн историйĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. Унăн тĕп шухăшĕ - граждансен ăнăçлăхĕ, ырлăхĕ тата çителĕклĕ пурăнни».

Акă «Раççей кунĕн» историйĕпе те паллашрăмăр. Халĕ ĕнтĕ çулсеренех июнĕн 12-мĕшне паллă тăватпăр. Вăл - ирĕклĕх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, наци пĕрлĕхĕ тата патриотизм уявĕ. Çак кун кашни хула-саларах халăх уява савăнăçлăн паллă тăвать. Уяв концерчĕсем иртеççĕ, кану лапамĕсем ĕçлеççĕ тата ытти те. Пурне те уяв савăк кăмăл парнелет.

А.КИРИЛЛОВА.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика