15:09 10 июня 2018 г.
Анатолий ВАСИЛЬЕВ, Шураç ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ:
«Паянхи уяв питех те чаплă. Пурин те хаваслă кăмăл сăн-питре. Çанталăкĕ те ытлах чăрмантарас темерĕ пулас хресчене. Эпĕ сăнанă тăрăх, этнопаркра кашни ял тăрăхĕ хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварассишĕн тăрăшнă, пурте пултарулăхпа палăраççĕ. Кашниех картиш хатĕрленĕ çĕрте тĕплĕн хатĕрленни курăнать. Пирĕн Тавăт ял тăрăхĕ те çулсеренех асăннă уяв тĕлне презентацие пур кăмăлтан йĕркелет. Мана та кашни çулах хамăн чуна парса ăсталанă ĕçсемпе паллаштарма тÿр килет. Эпĕ ас тăвасса ача чухне Акатуя Шлан ялне çÿреттĕмĕр. Унтан Тавăт çĕрĕ çинче те иртетчĕ Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ.
Йывăçран касса ăсталасси пурнăç йывăрлăхĕсемпе те çыхăнчĕ ĕнтĕ манăн. Хамăн ачамсем виççĕшĕ те тÿрех харăсах аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтра укçа-тенкĕ çитсе паманни çак ăсталăха туптама хистерĕ те ĕнтĕ. Темĕн те хатĕрлеме тăрăшатăп эпĕ. Саккаспа та ĕçлеме тивет. Манăн ĕçсене çынсем туянни хавхалану кÿрет. Уйрăмах Акатуя илем кÿме тÿр килнишĕн савăнатăп, çавăншăнах хама телейлĕ тесе шутлатăп».
Альбина ЕГОРОВА, Тавăт ялĕнче пурăнакан:
«Мĕн тери чаплă та пуян паянхи уяв. Чунăм савăнать пурте пĕрле пухăннă май. Тавăт ял тăрăхĕн çыннисем кашни çулах уяв концертне хăйсен пултарулăхĕпе илем кÿреççĕ. Кăçал та хамăрăн çĕнĕ репертуарти юрăсемпе хутшăнни пире çĕклентерет, çунат хушать. Элĕк районĕн çыннисен ырă кăмăллăхĕ тата чун ăшши палăрать паянхи уявра. Çавăн пекех мана этнопаркри картишсем илĕртрĕç. Çакăнтанах ĕнтĕ чăваш çынни ĕçре те, уявра та маттур пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕм.
Пурне те Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Яланах ырă кăмăллă та телейлĕ пулма сунатăп. Малашне те çак уявăн пĕлтерĕшĕ ан çухалтăр. Йĕркелÿ коллективне те çавăн пекех пысăк тав сăмахĕ калас килет çак уява илемлетсе ертсе пыма май пултарнăшăн».
Ираида ВАСИЛЬЕВА, Смородино ялĕн старости:
«Районти Ĕçпе юрă тата спорт уявне эпир пушă алăпа килмен. Пирĕн Элĕк ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çăкăртан асли çук тенине тĕпе хураççĕ. Çак хаклă пуянлăх сĕтел çине хăех килмест. Уншăн мĕн авалтан ырми-канми тимленĕ хресчен. Тыррине акса туса илнĕ. Çавра, тутлă, техĕмлĕ çăкăр валли тыррине авăртмалла, хыççăн чуста хатĕрлемелле. Хресчен çăкăра пĕçерме кăмака тулли лартнă. Хыççăн тинех сĕтел çине çитнĕ пирĕн хаклă çимĕçĕмăр. Уявра çавна яр уççăн кăтартма тăрăшрăмăр.
Хамăн чун киленĕвне те палăртас килет. Эпĕ чылайранпа Смородино ялĕн старости шутланатăп. Çанва май тăван кĕтесĕн ырлăх-пурлăхĕшĕн, тирпей илемĕшĕн кулленех тăрăшатпăр».
Галина ЯКОВЛЕВА, ĕç ветеранĕ:
«Эпĕ Тимĕрçкасси ялĕнче пурăнатăп. Ĕçпе юрă тата спорт уявне çулленех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Кăçал та Акатуя тулли кăмăлпа килтĕм. Кунта çитсенех чун уçăлчĕ. Культурăпа кану паркĕ, этнопарк уяв тумлĕ. Ял тăрăхĕсен кил картишĕпе паллашма питех те кăмăллă. Пĕри тепринчен пуян та илĕртÿллĕ. Кашнин хăйĕн хуçалăхĕ. Чăвашлăха, ĕлĕкхи йăла-йĕркене хаклани яр уççăнах палăрать. «Кил хуçисем» хăнасене тарават пулни питĕ килĕшрĕ. Тутлă апат-çимĕçпе, сăрапа та сăйларĕç.
Тăрăшса, вăй хурса ĕçленĕ хыççăн канма та кăмăллă. Эпĕ, сăмахран, тивĕçлĕ канура тесе алă усса лармастăп. Кулленех ĕçе хутшăнатăп. Халĕ, çуллахи вăхăтра, эмел курăкĕсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнатăп. Сиплĕ курăксене чĕрĕлле, типĕтсе те «Коопзаготпром» пĕрлешĕвне ăсататăп».
Леонид ИВАНОВ, Мирный хули, Саха Якути Республики:
"Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эпĕ çамрăк чухне çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа уява Татмăш вăрманĕнче йĕркелетчĕç. Юлашки хут унта 36 çул каялла пулнăччĕ-ха. Саха Якутире тĕпленнĕренпе районта иртекен кун пек уявра пулма тÿр килменччĕ. Тĕрĕссипе вара, темĕн пекех курас килетчĕ халĕ «Акатуя» мĕнле ирттернине. Мăшăрăм Надежда вырăс пулсан та чăваш юрри-кĕввине темĕн пекех кăмăллать, хĕрĕмсемпе мăнуксем те килĕштереççĕ вĕсене.
Кăçал çу кунĕсене Чăваш Енрех ирттерме палăртнăран Элĕкре пулакан «Акатуя» та килсех курас терĕмĕр. Ÿстермесĕрех калатăп, çав тери тыткăнларĕ уяв. Ял тăрăхĕсен кил картишĕсенче хăйне евĕрлĕ куравсем йĕркелени, çапла майпа чăвашсен кун-çулĕ сăнланни питех те хăпартлантарчĕ. Кашни ял тăрăхĕн картишĕнчех ачасене валли çеç мар, пирĕн пек аякра пурăнакан чăвашсене валли те аваллăхри чылай япала пытаннă. Тăм шăхличсем сутакансем пулни те, вĕсен ĕçĕсемпе паллашни те мана ачалăха тавăрчĕç. Уява йĕркелекенсем пурин кăмăлне те тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленине палăртмалла. Чи пĕчĕккисене валли ятарлă лапам хатĕрленĕ. Спорта юратакансем те тимлĕхсĕр юлман, вĕсене валли те кĕтес уйăрнă. Яланлăхах асра юлчĕ уяв.
Юлашкинчен çакна та палăртас килет, район центрĕ килен-каяна илемĕпе те тыткăнлать. Хамăн тăван кĕтесшĕн вара чăннипех те чун савăнать".
Алена ИЛЬИНА, Шупашкар хули:
"Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен уяв тунине ачаранпах пĕлетĕп. Хам Шупашкарта çуралса ÿснĕрен «Акатуй» уявĕсене питех хутшăнман. Яла, тăвансем патне килсен, самантлăха кĕрсе тухнăччĕ. Юлашки çулсенче ярмăрккăна Элĕк салинчех ирттернине вара ырлатăп. Çакă мероприятие пысăкрах шайра йĕркелеме май парать. Ку енĕпе, паллах, юлашки вăхăтра вĕсем шучĕпе ÿпкелешÿ çук-ха. «Акатуя» аслисемпе пĕрле ачасене те явăçтарни уяв ят-сумне татах та ÿстерет. Паян Элĕкри ÿнер шкулĕнче тата культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи ачасен пултарулăх ушкăнĕсене çÿрекенсене пăхса ларма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Кун йышши мероприятие хутшăнса кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-кĕввине те вĕренсе пыраççĕ. Çакă вара чăвашлăх пĕтменнине палăртать".
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"