18:28 29 июня 2018 г.
Чăваш Енре муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет служащийĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл пирĕн районти Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрекен Анаткас ялĕ çывăхĕнче иртрĕ.
Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Федотов, хула-район ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем, ял тăрăхсен пуçлăхĕсемпе администрацисенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Республика ертÿçи Михаил Игнатьев пухăннисене пысăк спорт мероприятийĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, ертÿçĕсене ĕçре те, спортра та хастар пулма сунчĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшакансене чысларĕ.
Кăçалхи спорт мероприятинче пĕтĕмпе 26 команда пулчĕ. Ăмăртакансем ишессипе, 300 метр чупассипе, велосипедпа ярăнса тупăшассипе ăмăртрĕç. Пăхаттир пуçлăха та палăртĕç. Ку ята Вăрмар районĕнчи Александр Петров тивĕçрĕ. Утă çулассипе Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов 3-мĕш вырăна тухрĕ.
Спорт уявĕ тупăшусенчен тăрать пулин те муниципалитет служащийĕсем Элĕк çĕрĕ çинче тулли кăмăлпа канма пултарчĕç.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"